2010 çулхи тата кĕçĕнрех спортсменсем валли Елчĕкри стадион-площадкăра çăмăл атлетика енĕпе ăсталăх класĕ ирттернĕ.

Шупашкарти 3-мĕш номерлĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Валентин Давалов тата вăл ертсе килнĕ ушкăн йĕркеленĕ ăна. Теори пайĕ хыççăн ачасем эстафетăра (4х100 м) вăй виçнĕ. Кунта малти вырăнсене Аслă Елчĕкри, Лаш Таяпари, Патреккелĕнчи шкулсен командисем йышăннă.

