Понедельник, 10 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастар, мал утăмлă

Хастар, мал утăмлă

«Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕ» обществăлла организацин округри пайташĕсем хăйсемпе пĕр йышра тăракан Вячеслав Васильевич Сядуков пирки вулакана каласа кăтартма ыйтнине хирĕçлеме пулмарĕ.

Хастар, мал утăмлă, чăваш юманĕ пек çирĕп те патвар çак çын 16 çул хушши пĕр улшăнмасăр строительство тата автомобиль çулĕсене реконструкци тăвассипе тимлекен «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕнче вăй хурать. Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, пĕр вăхăтрах Депутатсен Пухăвĕн председателĕ те вăл. Тĕп ĕç вырăнĕнче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята илме тивĕçлĕ пулнă.

Аслă Таяпара çуралса ỹснĕ Вячеслав Сядуков, мĕн çамрăкран ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕскер, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне тăван ялпа çыхăнтарнă. Халĕ вăл иртсе кайнă кун-çул тăршшĕнчи вăхăтсене аса илсе пĕтĕмлетỹ тăвать те, çакăншăн пĕрре те ỹкĕнменнине çирĕплетсех калама пултарать. Тăван çĕр сĕткенĕ вара ăна тăрăшса ĕçлеме, ĕмĕрне пархатарлăн пурăнса ирттерме вăй-хал панă пулинех…

АПК ветеранĕсен округри пайташĕшĕн — Вячеслав Сядуковшăн ял хуçалăх производстви, чăннипех, чуна çывăх ĕç пулни унăн ĕç биографийĕнчен те уçăмлăн курăнать. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах, салтака кайма ят тухиччен, К.Маркс ячĕпе хисепленекен колхозра ĕçленĕ вăл. Служба тивĕçне вара Мурманск облаçĕнчи Тинĕс Çар флотĕнче 3 çул хушши чыслăн пурнăçланă. Çартан таврăнсан водитель правине алла илнĕ. Ун хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне, экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ çамрăк тăван хуçалăхра тĕп экономистра ĕçлеме тытăннă. Кирлĕ вăхăтра тĕп бухгалтер ĕçĕсене те пурнăçлама пултарнă вăл. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче — çĕршыври аркану тапхăрĕнче ăна колхоз председателĕ пулма суйласа лартнă. «Чĕрĕ» укçа алла тытса курман, туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене вексельпе, ал ылмаш — бартер йĕркипе анчах татăлнă чи йывăр вăхăтра хăрамасăрах ертỹçĕ пуканне йышăннă вăл. Хуçалăх кассинче укçа пур-и, çук-и — ака-сухапа ытти ĕçĕсене пурне те вăхăтра пурнăçламалла-çке. Лару-тăруран тухма, ĕçе кăштах та пулин тивĕçлипе йĕркелесе яма тавар кредичĕ илме тивнĕ. Кивçен илнĕ укçа вара мăйран çакнă чул пекех пулнă. Ăна тавăрса пама енчĕке укçа-тенкĕ пухăниччен тата ытти расхут тупăнса та тăнă. Апла пулин те акнă-лартнă ял хуçалăх культурисене тăкаксăр алла илме, фермăсенчи выльăх-чĕрлĕхе тивĕçлĕ шайра тăрантарса усрама, кирлĕ таран продукци туса илме пултарнă.

Хăйсен пурнăçне тăтăшах яваплă ял хуçалăх производствинчи ĕçпе çыхăнтарасси Сядуковсен, тен, йăх-несĕлĕсенченех çирĕпленнĕ. Вячеслав Васильевичăн ашшĕ те — Василий Алексеевич,1927 çулта çуралнăскер, ял хуçалăх производствин хастарĕ пулнипе палăрса юлнă. Аслă Таяпари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Лигниц хулинчи полк шкулĕнчен телеграфиста вĕренсе тухнă. Тăван яла таврăнсан малалла Канашри механизаци шкулĕнче ăс пухнă. Ун хыççăн К.Маркс ячĕпе хисепленекен колхозра комбайнер, учетчик-заправщик пулса вăй хунă. Ятарласа телеграфист пулма вĕреннĕ Василий Сядуков каярахпа — Аслă Таяпари çыхăну уйрăмĕн начальникĕ, Аслă Таяпа ял совечĕн председателĕ, икĕ тапхăр (1963-1965, 1971-1975 ç.ç.) К.Маркс ячĕпе хисепленекен колхоз председателĕ пулнă…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code