Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн 1988 çулхи йышăнăвĕпе майăн 31-мĕшĕ — Пирус туртнине хирĕç кĕрешмелли кун. Тĕнче пĕрлĕхĕ XXI ĕмĕрте çак инкекпе кĕрешессине тĕп тĕллев вырăнне палăртнă. Асăннă тапхăрăн 25-мĕш çулĕнче пурăнатпăр пулсан та никотин вăрçи чарăнасси курăнмасть.
Пирус сиенĕ пирки пирĕн хаçатра та тухтăрсем сахал мар çыраççĕ. Туртассине чакарма 2001 çулта йышăннă федераци саккунĕ ĕçлемест. Обществăлла вырăнсенче сигарет туртма юраманни пирки РФ Патшалăх Думин депутачĕсем каярахпа тỹрлетỹсемпе хушусем те кĕртнĕ.
Пурнăçра мĕн улшăнчĕ? Вĕренỹпе культура тата ытти учрежденисене пырса кĕнĕ çĕрте вĕсенче пирус туртма юраманни çинчен паллăсем вырнаçтарнă. Ĕç пỹлĕмĕсенче ĕлĕк те туртман-ха, анчах асăннă учрежденисен территорийĕсенче е спорт площадкисенче мăкăрлантарнине чылай асăрханă. Раççей Федерацийĕн административлă право Кодексĕпе килĕшỹллĕн обществăлла вырăнсенче пирус таврашĕ туртма юрамасть. Тем, улшăну лайăх енне сулăнни курăнсах каймасть.
Тĕтĕм çăтакансене саккунри ăслă сăмахсем витĕм кỹменни паллă. Кашнин çумне надзор представительне те çирĕплетеймĕн. Пирус туртаканăн хăйĕн хăнăхнă йĕркине мала хумалла мар, çумĕнчи çынсем пирки те шутламалла. Пепкине йăтса е кỹмепе тĕртсе пыракан çамрăк ашшĕ-амăшĕ пирус мăкăрлантарса пыни пушшех шăнăçмасть пуçа.
Экспертсем палăртнă тăрăх, пирус туртакан çын кунне тĕтĕме вăтамран 200 хут ăша çăтать. Унпа пĕрле лекекен химин 4000 çыхăнăвĕнчен 400-ĕшĕ уйрăмах вăйлă наркăмăш. Аммиак, ацетон, бензол, полони, формальдегид. Ку — тĕтĕмпе пĕрле организм йышăнакан хутăшсемпе канцерогенсен тулли списокĕ мар-ха.
Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ шута илнĕ тăрăх, çулсеренхи 7 миллион вилĕм сигарет туртнин сăлтавĕпе çыхăннă. 2030 çул тĕлне ку цифра 8 миллионран та иртме пултарать. Эппин, капла ракпа чирлекенсем те нумайланĕç.
Табакпа туслисем фильтр сиенлĕ чылай япалана хăйĕн çине илсе юлать тесе шутлаççĕ пулĕ. Çав вăхăтрах фильтра пластикран тунине пĕлеççĕ-ши?
Сывлăх сыхлавĕн хальхи вăхăтри тытăмне йĕркелеме, спорт çурчĕсене çĕклеме тата юсама, ача-пăча площадкисем тума пайтах укçа-тенкĕ хывăнать. Çав вăхăтрах республикăри вун-вун пин çамрăк (çав шутра пулас амăшĕсем те) хăйсен тата таврари çынсен сывлăхне туртса хавшатать.
… Сăмахăм пуçламăшĕнче сигарет туртассине хирĕç кĕрешмелли пирки асăнтăм. Тепĕр тесен, тĕтĕме хăйĕн сывлăхĕнчен мала хуракана мĕн ăс пани? Пĕлекенсене яланах: «Ан турт. Туртмалла мар», — тесе эпĕ те «ăс» паратăп, анчах пĕри те лайăх кăтартупа савăнтармарĕ-ха. «Пăрахмалла-ха та…» — хуравĕсем пурин те пĕрешкел.
Н.ГАВРИЛОВ.

