Четверг, 23 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ

Тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ

«Аслă ăру» федераци программипе килĕшỹллĕн аслă ỹсĕмри çынсен хăйсене тĕрлĕ енлĕн аталантармалли — компьютер, пенси тата финанс тĕлĕшĕнчи ăсталăха ỹстермелли — майсем уçăлаççĕ.

Елчĕкри клиент службин никĕсĕ çинче иртнĕ кунсенче шăпах аслă ỹсĕмри çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçмалли центр уçăлнă. Активистсене кунта малашне тĕрлĕ мероприятисем кĕтеççĕ — лекцисемпе канашлусенчен пуçласа тĕрлĕ енлĕ мастер-классем таранах.

Центра пыракансем çавăн пекех классика тата хальхи вăхăтри литературăпа паллашма, вăхăчĕсене сĕтел çинчи вăйăсемпе ирттерме пултарĕç.

Центр алăкĕсем кашни кунах ирхине 8 сехетрен пуçласа 17 сехетченех уçă. Клиент службин специалисчĕсем кунта пурне те хаваспа кĕтсе илĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code