Понедельник, 13 апреля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ЧР Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: «Елчĕксем харсăр та пуçаруллă»

ЧР Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: «Елчĕксем харсăр та пуçаруллă»

Июлĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çỹревпе Елчĕк округĕнче пулчĕ.

Тỹрĕ те тикĕс çул савăнтарать

Чи малтанах Олег Алексеевич ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Юрий Поповпа, ЧР Ача прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйпа Алевтина Федоровăпа, ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕпе Максим Петровпа, Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа пĕрле çак кунсенче тĕпрен юсаса пĕтернĕ республика пĕлтерĕшлĕ «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» (çул тăршшĕ — 9,7 км) тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» — Хăвăлçырма» (1,5 км) çулсен пахалăхне хакларĕ.

Калас пулать, Чăваш Ен Правительстви республика пĕлтерĕшлĕ çулсене юсанипе пĕрлех ял хушшинчи çулсене йĕркене кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăрать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран:

«2030 çул тĕлне çулсен 60 процентне тивĕçлĕ шая çитермелле. Тимлĕхре — муниципалитетсен хушшинчи çулсем. Палăртнă тĕллеве пурнăçлас тесен 750 километртан кая мар çул-йĕр юсамалла».

Вулакана аса илтеретпĕр. Олег Николаев кăçалхи февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче округра Правительство кунне ирттернĕччĕ. Çавăн чухне округри ветерансен канашĕн председателĕ Елена Петрова Олег Алексеевича маларах асăннă «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» çулĕ япăхланса çитни пирки каланăччĕ, аслă ăрурисен ячĕпе «çывăх вăхăтра ăна юсама çук-ши» текен сĕнỹпе тухнăччĕ. О.Николаев сĕнĕве ырларĕ, çывăх вăхăтра унпа ĕçлессе палăртрĕ ун чухне.

Халĕ, çул-йĕре кĕске вăхăтра юсанă хыççăн, Елена Петровна тĕл пулура Олег Николаева округ халăхĕн ятĕнчен тав тунă май çапла каларĕ:

— Олег Алексеевич, пысăк тав Сире. Эсир халăхшăн тăрăшатăр, яланах каланă сăмаха ĕçпе çирĕплетекен ертỹçĕ пулнипе палăрса тăратăр. Çак тĕп çул 9 яла каякан çулсене йỹплет.

Тав сăмахĕ çумне Кỹлпуç ялĕнче пурăнакан, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсемпе сусăрсем вăхăтлăх канлĕх тупнă çуртра ертỹçĕ пулса ĕçлекен Антонина Осипова та хутшăнчĕ: «Кỹлпуç ялне анакан 1500 метр çула та кĕске вăхăт хушшинче хăрушсăрлăха пăхăнса пысăк пахалăхпа юсаса патăр, Олег Алексеевич. Çакăншăн Сире ял-йыш тав тăвать. Япăхнă шăтăк-путăк çулпа çỹреме кансĕрччĕ. Ку çулпа шкул автобусĕ те çỹрет — 6-7 ял ачине Çирĕклĕ Шăхаль шкулне турттарса куллен 4 рейс тăвать. Яка çул çинче халĕ меллĕ, ачасен сывлăхĕпе çыхăннă хăрушлăх сирĕлчĕ. Ашшĕ-амăшĕ уйрăмах кăмăллă çакăншăн. Сирĕн сывлăхăр çирĕп пултăр, ĕçĕрсем ăнса пыччăр».

Çул-йĕре «СтройКом» компани «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юсанă.
Вулакан астăватех. «Хăрушлăхсăр паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн çак 9,5 çухрăма тăсăлакан автоçулăн тепĕр участокне 2022 çулта юсаса павильонĕсене хута янăччĕ, çул паллисене улăштарнипе пĕрлех çул хĕррисене çирĕплетнĕччĕ тата пластик çул паллисене вырнаçтарнăччĕ. 1983 çулта хута янă Чăваш Енпе Тутарстана пĕрлештерекен «Комсомольски — Елчĕк — Пăва» çулне çуллен тапхăрăн-тапхăрăн юсаса тивĕçлĕ шайра тытса тăнине ырламалла.

Ниме пĕрлештерет

«Пуçару бюджечĕ — ниме» программăна юлашки çулсенче халăх уйрăмах ырласа йышăнни, çĕнĕрен те çĕнĕ пысăк калăпăшлă ĕçсене пурнăçлас тĕллевпе хăй пуçарупа тухни савăнтарать.

— Халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлесен паха çимĕç кĕттермест — территори пайĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕ лайăхланнипе пĕрлех ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса тата тирпейленсе пырать, — Аслă Елчĕк ялĕн халăхĕпе тĕл пулса кунта «Пуçару бюджечĕ — ниме» программăпа хута янă асфальтлă çул-йĕрпе паллашнă май çак сăмахсене каларĕ Олег Николаев.

Кунта çак программăпа усă курса пĕлтĕр Яковлев, кăçал Тябуков урамĕсенче асфальт çул сарнă.

Сăмах май, Чăваш Енре 2025 çулта халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ, обществăлла инфратытăма аталантарассипе çыхăннă 1555 проекта ĕçе кĕртмелле. Пурнăçлама пăхнă проектсем валли уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле сумми 3,3 млрд тенкĕпе танлашать. Çав шутран Елчĕк округĕпе халĕчченхинчен ĕç калăпăшĕ чылай пысăкрах: 110 проект сумми 99,4 миллион тенкĕ.

— Кăçал сирĕн округра 110 проект пурнăçланать. Округра 53 ял, вăтамран илсен кашни яла 2-шер проект. Ку енĕпе Елчĕксем харсăр та пуçаруллă, çакă республика шайĕнче чи лайăх кăтарту, — палăртрĕ Олег Николаев ку программăпа тухăçлă усă курнăшăн округ халăхне ырланă май.

Шкул ачисен сывлăхĕпе хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти юсав ĕçĕсемпе те паллашрĕ Олег Николаев. 1959 çулта тунă шкул çуртне 2025 çулхи март уйăхĕнче юсама тытăннă. Тĕп юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра ачасем Елчĕкри «Паха пĕлỹ» çуртра 2 сменăпа вĕренеççĕ. Шкула вăтамран пурĕ 650 ытла вĕренекен çỹрет, ачасем 30 класа пайланаççĕ. Шкул ачисене пурĕ 22 ялтан 5 шкул автобусĕ турттарать.

Юсав ĕçĕсене пурнăçлассине «Строймонтажизоляция» ООО хăй çине илнĕ. Объектра 30-35 çын ĕçлет. Паянхи кун тĕлне кунта пурнăçланă ĕçсен калăпăшĕ 60 ытла процентпа танлашать. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕ 57 млн тенкĕрен те иртет. Олег Алексеевич ачасене хăтлăх туса парассинче ĕçĕн пахалăхне çỹллĕ шайра тытса пымаллине тата срокра (ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне) вĕçлемеллине палăртрĕ.

— Эпир шкулсене тĕпрен юсамалли регион программине 2021 çулта хута ятăмăр. РФ Президенчĕн хушăвĕпе йĕркеленĕ федераллă программа ĕçе тата та анлăлатма пулăшрĕ. 2021 çултах 53 шкула тĕпрен юсама пуçăнтăмăр. Çитес çул планра 38 вĕрентỹ учрежденийĕ. Кăçал вара 8 шкула çĕнететпĕр.

Палăртмалла, юлашки пилĕк çулта республикăра 111 вĕренỹ заведенине тĕпрен юсанă. Вĕренекенсемшĕн хăтлă та хăрушлăхсăр вĕрентỹ хутлăхĕ йĕркеленет. Çакă ачасен пултарулăхне аталантарма тата вĕсене ăнăçлă вĕренме пулăшать.

Çуртсене юсанипе пĕрлех çулсерен шкулсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси те тимлĕхре.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен шкулта тахçанах кĕтнĕ объект — автобус кĕтмелли вырăн хута кайĕ.

«Пуçару бюджечĕ» проектпа пурнăçланаканскере ачасен ашшĕ-амăшĕ, шкул администрацийĕ пысăк тỹпе хывнă. Подрядчик — Андрей Мисяков уйрăм пайтаçă ушкăнĕ — ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ. Тĕрлĕ яла кайма автобус кĕтекенсене унта питĕ килĕшĕ, хупă верандăллă площадка юр-çумăртан та, хĕвелтен те хỹтĕлĕ. Олег Николаев ку пуçарăва ырларĕ.

Геройăн бюстне уçрĕç

Елчĕк ялĕнчи тĕп лапамри Геройсен аллейинче Николай Петров Раççей Геройĕн бюстне (ăна ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Петр Пупин ăсталанă) уçни хумхануллă та асра юлмалли самант пулчĕ. Çак бюста та «Пуçару бюджечĕ — ниме» программăпа килĕшỹллĕн хута янă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă сăмахсем кашнинех хумхантарчĕç.

— Николай Петров Раççей Геройĕн Тăван çĕршыва чунтан парăннине çирĕплетекен паттăрлăхĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранĕ. Унăн ырă ĕçĕсемпе пархатарлă ăнтăлăвĕ вара пирĕн çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулса тăрĕ. Вăл пурнăçа чун-чĕререн юратнă, çав вăхăтрах ăна Тăван çĕршывшăн, унăн ырă пуласлăхĕшĕн, ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсен, халăхăн мирлĕ пурнăçĕшĕн пама яланах хатĕр пулнипе уйрăлса тăнă.

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый ашшĕ-амăшне чăн-чăн патриот, мухтавлă ывăл çуратса ỹстернĕшĕн чĕререн тав турĕ.

Николайăн ашшĕпе амăшĕ — Алексей Витальевичпа Олеся Владимировна Петровсем — мероприятие хутшăннисене тата Елчĕк халăхне ывăлне сума сунăшăн, ырă ятне çỹллĕ шайра тытнăшăн чĕререн тав турĕç.

Герой ячĕпе çак кун нумай ырă сăмах каларĕç, ăна асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн ун ячĕпе çырнă юрра округри культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ чĕрене хумхантармалла шăрантарчĕ, бюст умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çамрăк армеецсем Героя чыс туса бюст умĕпе стройпа мăнаçлăн утса иртрĕç.

«Тыр-пула çухатусăр пухса кĕртер»

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче Олег Николаев Анатолий Васильевич Петров хресчен (фермер) хуçалăхĕн хирне çитсе вырма ĕçне хак пачĕ. Тыр-пул пуссинче 3 мăнаçлă комбайн ĕçлени аякранах курăнчĕ. Хуçалăхра кĕрхисене 214 гектар çинче çитĕнтернĕ. Ертỹлĕх пынă тĕле 5 ытла гектарне вырма ĕлкĕрнĕччĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç кунта 45 центнерпа танлашать.

Çакă республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах. Хуçалăхăн пĕтĕмĕшле акмалли лаптăкĕ — 639 гектар. Кĕрхисемсĕр пуçне фермер 292 гектар çурхи тулă, 110 гектар пăрçа тата 23 гектар вика çитĕнтернĕ.

— Çанталăк условийĕсем кăçал хресчене савăнтарчĕç. Тухăçлă çитĕннĕ тыр-пула пỹлмесене çухатусăр пухса кĕртсен тухăç иртнĕ çулхинчен пысăкрах пулмалла, — палăртрĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. — Вырма ĕçĕсем республикипех ăнăçлă пыраççĕ. Хальлĕхе 103 пин тонна ытла тырă çапса илнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 40 центнерпа танлашать. Тыр-пул пухса кĕртес енĕпе хальлĕхе Çĕрпỹ округĕ малта. Кунта кĕрхи тулла 16 пин тонна яхăн пухса кĕртнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 48 центнерпа танлашать.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code