Çĕмĕрле хулинче дартс енĕпе сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакраххисен чемпионачĕ иртнĕ.
Атлетсем «Пысăк раунд», «20-мĕш сектор», «Уйрăм разряд» дисциплинăсенче тупăшнă. Пирĕн округ хастарĕсем ытти виçĕ округ командисене медальсемсĕр хăварнă. Любовь Курчина (Çĕнĕ Пăва) уйрăмах ăнăçлă ăмăртнă: икĕ 1-мĕш вырăн унăн. Хăвăлçырма ялĕнчи Алина Иванова 1,2,3-мĕш вырăнсенче. Ĕнелĕнчи Людмила Анисимова икĕ дисциплинăра призерсен йышне кĕнĕ. Çавăн пекех Эльвира Морозова (Кушкă), Галина Петрова (Çĕнĕ Пăва), Мария Сироткина та (Патреккел) пьедестал çине хăпарнă.

