Халĕ округри сывлăш-десант çарĕсен ветеранĕсен хăйсен ятарласа пуçтарăнмалли вырăнĕ пур. Уяв кунĕ, çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, «Улăп» ФОК умĕнчи çар вертолечĕпе юнашар «ВДВ — никто, кроме нас» монумент уçрĕç.
Палăк тăвас ыйтупа иртнĕ çулах тĕллевлĕ ĕçлеме пуçланă: «Пуçару бюджечĕ» программăпа усă курса проект хатĕрлессипе, укçа-тенкĕ пуçтарассипе тимленĕ. Унăн пĕтĕмĕшле сумми 1 миллион та 50 тенкĕпе танлашнă, çав шутран 131 пин тенкине ĕнерхи салтаксем хăйсем пуçтарнă. Уйрăмах документсем хатĕрлессипе нумай тăрăшма тивнĕ организаторсен. Елчĕк арĕ, Шупашкарти «ЭнергоЭкран» сахал яваплă обществăн тĕп директорĕ Владимир Игнатьев, сывлăш-десант çарĕсен округри ветеранĕсен канашĕн ертỹçи Валерий Соколов ку ĕç тапхăрĕ уйрăмах чи кăткăсси пулнине аса илчĕç.
Монумента уçма хутшăннă Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый çакна палăртрĕ:
— Десантниксем — пирĕн çĕршывăн мăнаçлăхĕ, чăн-чăн паттăрлăх шкулĕ. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те, хĕрỹ точкăсенче те малтисен йышĕнче пулнă. Паян ятарлă çар операцийĕнче те штурмовиксем фронтăн чи малти ретĕнче. Ку монумент çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассинче пысăк вырăн йышăнĕ.
Леонард Васильевич чаплă палăка тума хутшăннисен йышне — Виктор Викторова, Александр Галкина, Александр Ишмуратова, Александр Кириллова, Александр Кузьмина, Андрей Охотина, Сергей Чермакова, Владимир Игнатьевпа Валерий Соколова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Юлашки иккĕшĕ тата СВОна хутшăнакан Владимир Чернов «Сывлăш десант çарĕсене — 95 çул» юбилей медалĕсене те тивĕçрĕç.
Паллă пулăм ячĕпе тỹпене парăнтарнисене çавăн пекех ГСВГ, «Тинĕсри туслăх», хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен канашĕсен ертỹçисем — Николай Павлов, Андрей Головин, Петр Анисимов саламларĕç. Тĕп ритуалсене — Раççей Патшалăх Гимнне юрланă, кĕске вăхăт шăплăхра тăнă, палăк умне чечексем хунă хыççăн уява хутшăннисене Юрий Кашкăр, Виктория Романовăпа Мария Николаева илемлĕ юрăсем парнелерĕç.
Сывлăш-десант çарĕн ветеранĕсем тĕп лапама çитсе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хурса пуç тайрĕç.
Н.ФЕДОРОВ.

