Чăваш Енре çак программа ăнăçлă аталанать. Çынсем территорисене лайăх енне улăштарма хăйсем хутшăнаççĕ.
Вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ĕç-хĕл енĕсене анлăлатнă, бюджетран паракан укçа виçине пысăклатнă. Кунсăр пуçне республика уйăракан виçене те 5 процент ỹстернĕ. Çакă çынсене хăйсен пуçарăвĕсене сахалрах тăкакпа пурнăçа кĕртме май парĕ. Маларахри çулсенче пуçаруллă бюджет программипе ытларах ял çыннисем усă курнă. Кăçалтан вара программăна республика хулисенче пурăнакансене хастартарах явăçтараççĕ. Программăна çĕнĕ икĕ проектпа пуянлатнă. «Манăн картиш» çуртсен çумĕнчи территорисене хăтлăлатма, урамра çутă, видеосăнав хатĕрĕсене вырнаçтарма май парĕ. «Ача-пăча тата çамрăксен тĕнчи» проектпа килĕшỹллĕн пурнăçламалли ĕçсене çамрăксем хăйсем сĕнеççĕ.

