Понедельник, 8 июня, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уй-хир хыпарĕсем

Уй-хир хыпарĕсем

Августăн 6-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 8035 гектар çинче (34,4 процент) çулнă, çулнинчен 7992 гектарне (99 процент) çапса тĕшĕленĕ, 326442 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 40,8 центнерпа танлашать.

Округĕпе кĕр тыррисене акма 2857 га çĕр хатĕрленĕ. Çакă 63 процентпа танлашать, планпа пурĕ 4555 га çĕр хатĕрлемелле.

Вырма ĕçĕсем мĕнле пынине округ пуçлăхĕ Леонард Левый çирĕп тимлĕхре тытать, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен уй-хирĕсенче пулса ĕçсемпе паллашсах тăрать.

Сăн ỹкерчĕкре: Леонард Левый Аслă Таяпари Виталий Васильев хресчен (фермер) хуçалăхĕн уй-хирĕнче ертỹçĕпе пĕрле вырма ыйтăвĕсене сỹтсе явнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code