Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 100 çулхи паттăра асăнса…

100 çулхи паттăра асăнса…

Таяпа Энтри ялĕнчи Шадриковсен йăхĕ хисепре. Сăмахăмăра йăх пуçĕ — кăçалхи нарăс уйăхĕнче 100 çул тултарнă Алексей Павлович Шадриков (1925-1998) пирки пуçарасшăн.

Вăл ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ. 18 çул тултарсан, 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче, каччăна вăрçа илсе кайнă, I-мĕш Белорусси фрончĕн 115-мĕш уйрăм гварди миномет дивизине лекнĕ. «Катюшăпа» Гомель, Мозор, Речица, Калинковичи, Бобруйск, Минск хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă.

Малалла — Польша. Унăн тĕп хулишĕн пынă çапăçусенчи паттăрлăхшăн «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн» медале тивĕçнĕ. Польша территорийĕнче Висла юхан шывне парăнтарнă салтак Германире Одерпа «тĕл пулать». Берлина çитме 30 çухрăм кăна. Вырăс салтакне тинех нимĕн те тытса чараймĕ, умра — рейхстаг. Унăн стени çине пирĕн ентеш «Шадриков из Чувашии» тесе çырса хăварнă.

Вăрçă чарăнсан Алексей Шадриков Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнче тата 5 çул хĕсметре тăнă-ха. Ăна III степень Мухтав орденĕпе, «Берлина илнĕшĕн», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă.

Алексей Павловичăн вăрçă хыççăнхи ĕç стажĕ ытларах тăван «Смычка» колхозра çырăннă, каярахпа Елчĕкри тĕрлĕ предприятире слесарь, платник пулса тăрăшнă. Хамăр ял хĕрĕпе, Антонина Ильинична Ашмаринăпа, пĕрлешсе çемье çавăрнă, 6 ача çуратса ỹстернĕ. Ветеранăн кун-çулĕ вăрăмах пулман — 73 çул тултарсан пурнăçран уйрăлнă.

Рейхстага штурмланă паттăра ял-йыш асра тытать, унпа мăнаçланать. Унăн ырă ятне ывăлĕ-хĕрĕсем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем упраççĕ.

Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе ялти вулавăшра тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Çулталăкĕпех унта «Тавах сана, Раççей салтакĕ», «Ĕмĕр манми Çĕнтерỹ» кĕнеке куравĕсем ĕçлеççĕ. Вăрçă паттăрĕн ывăлĕ Валерий Алексеевич кашни мероприятие хутшăнма тăрăшать. «Вăрçă çинчен кĕнеке вулатпăр» акци вăхăтĕнче вăл библиотекăна вăрçă çинчен çутатакан кĕнекесем парнелерĕ, ачасене хăйĕн ашшĕ çинчен каласа пачĕ.

Вăрçă паттăрĕсемпе çыхăннă мероприятисем кирлех.

Елена ПЕТРОВА, округри ветерансен канашĕн ертỹçи.
Ирина ВАНЮШИНА, библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code