Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи августăн 6-мĕшĕнчи 131-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ Елчĕк шкулĕнчи Галина Валериевна КАРИНКИНА вĕрентекен ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл шкул ачисен хушшинче иртнĕ чăваш чĕлхипе литературин пĕтĕм тĕнчери олимпиадине призер хатĕрленĕ.

