Тăрăм ялĕнче пурнăçăн пĕр ĕмĕр чикки урлă каçнă çын тахçанах пулман. Антонина Емельянова ку тĕлĕшпе хăйне кура паттăр.
Юбиляр 1925 çулхи çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере пĕрремĕш ача, асли, пулнă вăл. Унран кĕçĕнреххисем: Нина, Зина, Иван тата Алексейпе Раиса. Юлашкисен пурнăçĕ питĕ кĕске килсе тухнă, арçын ача 4 çултах, хĕр ача 13-ре чирлесе çĕре кĕнĕ.
Тăватă пĕр тăвана ашшĕпе амăшĕ — Емельян Артемьевичпа Дарья Никитична ĕçпе пиçĕхтерсе ỹстернĕ. Тоня аппан ачалăхĕ те тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. «Мĕн кăна курман-ши, мĕнле кăна ĕç тума тивмен-ши?» — тенĕччĕ вăл 15-20 çул каялла.
1930 çулсенче колхозсем йĕркеленни те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи те унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлнă. Ашшĕ фронта тухса кайнă саманта халĕ те куç умне кăларать:
— Атте, Емельян Артемьевич, тутăр вĕçтерсе, юлташĕсемпе, хĕр упраçпа лашапа юрласа çỹрерĕç. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çапăçу хирне кĕнĕ вăл. Тĕрлĕ фронтра пулса нумай ял-хулана тăшмантан ирĕке кăларма хутшăннă.
Шел, ашшĕ вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайман — Çĕнтерỹ кунĕ çитиччен пĕр эрне маларах Бранденбургран аякра мар вырнаçнă пĕр ялта пуçне хунă. Ахăр самана пуçланиччен вăл Тăрăм ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕнче, каярахпа председателĕнче ĕçленĕ.
Антонина Емельянова Тăрăм, Тăрмăш шкулĕсенче тăрăшса вĕренет. Çичĕ класс пĕтерсен уй-хирти тĕрлĕ ĕçе явăçать, фермăра дояркăра вăй хурать. Аслисемпе пĕрле çум çумлани, уйра крахмала çаврăннă çĕр улмине шырани те манăçман. Ăна тупсан епле савăннă-ха!
Вăрçă пуçлансан комсомол райкомĕ çамрăк хĕре направленипе Канашри эвакуаци йĕркипе куçарнă çип-пусма фабрикине ĕçлеме ярать. Унтан таврăнсан колхоза ĕне сăваканах вырнаçать. Тăрăшуллă хĕре вырăнти пуçлăхсем асăрхаман мар, техник-осеменатора вĕренме каяс кăмăллăскере ырласа çеç йышăннă.
Çапла вара пĕтĕм пурнăçне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Ял çыннисене те пайтах пулăшнă — выльăх нумай тытнă вĕт. Тивĕçлĕ канăва тухсан та чылай çул унсăр май килмен. Яваплăха туйса ĕçленин, тивĕçе чунтан парăннин кăтартăвĕ ку.
«Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăсем, «Ĕç ветеранĕ», «Вăрçă ачи» медальсем, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем — Антонина Емельяновнан хастарлăхне çирĕплетекен наградăсем. Çавăн пек ватăсем хальхи самана çыннисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ те. Вĕсен умĕнче эпир пуçăмăра таятпăр.
Тоня аппана хăйĕн пурнăçĕнче çемье çавăрма тỹр килмен.
— Эпир çамрăк чухне ялта каччă таврашĕ те çукчĕ, — черетлĕ шухăш çаврăмне уçать сумлă ватă. — Вăй питти арçынсем пурте вăрçăраччĕ. Манăн савнине те илсе кайрĕç. Таврăнаймарĕ.
Çамрăкла хĕмленнĕ юрату кăварĕ çулсем иртсен те сỹнмен, вăл качча кайман. Савнине чунтан кĕтсе пурăннă, унăн çырăвĕсене вуласа йăпаннă. Таса юратăвне çак кунччен упрать чĕринче.
Тоня аппа пĕччен мар паян. Вăл Елчĕк ялĕнче, йăмăкĕн хĕрĕн çемйинче, канлĕх тупнă. Людмила Витальевнăпа унăн мăшăрĕ Александр Васильевич Сорокинсем куллен хăйсен чун ăшшине параççĕ ăна.
— Ырлăхра пурăнатăп эпĕ, — паллă сăлтавпа тĕл пулнă май пĕлтерчĕ кинеми.
Людмила ЕНЕДЕРОВА.
Тăрăм ялĕ.
Редакцирен: Антонина Емельяновăна 100 çулхи юбилей ячĕпе округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Тăрăм территори пайĕн начальникĕ Людмила Смирнова саламланă, çирĕп сывлăх сунса Хисеп хучĕсемпе, парнесемпе чысланă.

