Среда, 20 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕтĕм ĕçĕн ăнăçлăхĕ — килĕшỹре

Пĕтĕм ĕçĕн ăнăçлăхĕ — килĕшỹре

Пирĕн округра вĕренỹ организацийĕсем çĕнĕ пĕлỹлĕх çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслесси ырă йăлана кĕнĕ пулăм. Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн тата пушар хуралĕн ĕçченĕсем вĕсенчи лару-тăрупа маларах паллашса пĕтĕмлетỹсем тунă пулсан, округ администрацийĕн, вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн, газ участокĕн, полици пайĕн, редакци сотрудникĕсем иртнĕ эрнере хăйсен йышăнăвне палăртрĕç.

Икĕ тĕрĕслев ушкăнĕнчен пĕрне округ пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пычĕ. Пĕрремĕш чарăну — «Солнышко» ача сачĕ (ертỹçи Светлана Кудряшова). Унччентерех кунта автомашинăпа çаврăнкалама меллех пулман, йĕпе-сапара уйрăмах. Халĕ, вак чул сарса хытарнăран, питех те меллĕ. Ĕçĕн пĕтĕм калăпăшĕ 168 пин тенкĕпе танлашать, çав шутран 10 процентне шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе пуçтарнă. Вĕсем малашне те «Пуçару бюджетне» анлă çул парас кăмăллине пĕлтĕмĕр.

Çурта кĕретпĕр. Пĕтĕм пỹлĕмре çутă, таса. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Списокпа 87-н пулсан, унти ырлăхпа çуллахи тапхăрта 50 яхăн ача усă курать. Кỹршĕллĕ «Чебурашкăна» хупнăран 30 шĕвĕркке кунта куçнă. Пĕтĕм ушкăна кĕрсе тухнă май, Леонард Васильевич ачасемпе кашнинче калаçу пуçарчĕ, çапах та диалог çыхăнмарĕ. «Ачасен калаçмалла!» — шухăш çине çавна май 2-3 хутчен те пусăм турĕ. Пĕр сăмах та пулин чăвашла каланине те кĕтсе илеймерĕмĕр.

Ачасен искусство шкулĕнче (директорĕ Валерий Архипов) 224 вĕренекен пĕлỹ илет, çав шутран 60-ĕшĕ ташă уйрăмне çỹреççĕ. Кунта юсав ĕçĕсем ирттермен, кирлех те пулман, мĕншĕн тесен мĕн пуррине упрама пĕлеççĕ.

Коллектив пĕр вырăнта тăмасть — тĕрлĕ пултарулăх ăмăртăвĕнче палăрать. Вĕренекенсем хушшинче регион, пĕтĕм Раççей шайĕсене çĕкленнисем те 1-2-н кăна мар. Çакă ырă тĕслĕх витĕмĕнчен нумай килет: преподавательсем хăйсем те çулсерен пысăк çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ.

— Туслă, тăрăшуллă коллектив, — пĕтĕмлетỹ тăвассинчен кунта та пăрăнмарĕ округ пуçлăхĕ. — Чĕререн калатăп: сире тата сирĕн вĕренекенĕрсене мероприятисенче курсан чун савăнать. Чăннипех пултаратăр!

Асăннă çуртра психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу паракан центр та (директорĕ Галина Муравьева) вырнаçнă. Графикпа килĕшỹллĕн вĕренме çỹрекенсен шучĕ — 110, унсăр пуçне 47 инвалид тата сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшакрах ачасем. Татьяна Пупина логопедпа Людмила Сайкина психолог вĕсемпе занятисене шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенче те, ачасен килĕсенче те йĕркелеççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе консультаци йĕркелесси те яланхи пулăм.

Тĕрĕслев тапхăрĕнче хăш учреждени вĕренỹ çулне епле хатĕрленни хăйне хăех танлаштару çуратать. Округри чи çĕнĕ шкул çурчĕсенчен пĕринпе — Патреккелĕнчи тĕп шкулпа (директорĕ Ольга Петрова) — комисси членĕсен уйрăм шухăш-кăмăл юлчĕ-тĕр. Çуртăн шалти сăн-сăпачĕ, хăтлăхĕ унăн умĕнченех курăнать. Вунă пусăмлă кафель картлашкапа хăпармалла та, вăл чылай вырăнта ваннă. Стена çумĕнчи пысăк плитасем юрăхсăра тухни те куçа «перĕнет». 33-мĕш номерлĕ пỹлĕмре çỹп-çап тултарса хунă михĕ, ытти япала. Туалетра сантехникăпа тасату ĕçне пурнăçлани те кирлех.

Парта хушшине кăçал, пĕлтĕрхи пекех, 82 вĕренекен ларĕ, çав шутран пуçласа — 8 ача. (ред.: ку кăтартусене ытти шкулпа та палăртăпăр). Вĕсене пĕлỹ илме классенче тивĕçлĕ условисем йĕркеленĕ. Ваканси çук. Историпе тăван тавралăх музейĕпе паллашнă май 3х7 метрлă стена çинче ĕлĕкхи пỹрт ăш-чиккин интерьерне ỹкернĕ. Экспонатсемпе питĕ çыпăçуллă çыхăннă вăл. Авторĕ — Николай Карамаликов учитель. Вăл сцена ăсти, спортпа туслă пулнине пĕлетпĕр-ха, кунта, авă, ỹнерте пултарулăх тĕшши пуррине те куратăн.

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта (директорăн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Алиса Смирнова) предметсен секци занятийĕсене ирттерме хатĕрленеççĕ. Тĕрĕсрех каласан, тахçанах хатĕр. Кунта япăххине мĕн те пулин тупас тесен те — кăлăхах. Хулари шкулсене тĕслĕх илмелĕх! Территорие пырса кĕрсенех Раççей символикине сăнласа виçĕ ретĕн чечексене çаврашкан лартса тухнă. Коридорсенчи, ĕç пỹлĕмĕсемпе классенчи кашни стенд шухăшĕпе те, капăрлăхĕпе те куçа илĕртет. Спорт залĕ те кăмăла çĕклет: çап-çутă унта, инвентаре юнашарти пỹлĕмре питĕ меллĕн вырнаçтарнă. Кăçал туяннă 38 йĕлтĕр комплекчĕ те çавăнтах шăнăçнă. «Приоритет» фирмăпа тачă çыхăнса ĕçлени «Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхĕн тата хỹтлĕхĕн никĕсĕсем» предметăн пурлăх никĕсне пуянлатма та май парать.

«Аваллăх тĕнчи» этнографи музейне хальхи требованисемпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Экспонат питĕ нумай, çавăнпа ĕç вĕçленмен-ха.

Хăш-пĕр шкул коллективĕн «Пуçару бюджечĕпе» ĕçлессинче Çĕнĕ Пăвасенчен вĕренмелли пурах. Хăйсен пĕлтĕрхи опычĕ çине таянса, кăçал та ялсенчи халăхпа пĕр чĕлхе тупса шкулпа юнашар шыв вырăнĕ чавса хатĕрленĕ. Шыв ĕçме юрăхлă, хĕлле хоккей коробкине пăрлантарма та меллĕ пулĕ. Çитес эрнере ачасен «Медиацентрĕ» те хута каймалла. Икĕ объектăн пĕтĕмĕшле сумми — 1,5 миллион тенкĕ.

Шкулта 82 ачана кĕтеççĕ, вăл йышран пĕрремĕшсем — 10-н.

Курнавăшри вăтам шкулта (директорĕ Анфиса Ефимова) ку цифрăсем пĕчĕкрех: пĕтĕм ача йышĕ 59 пулĕ, 1-мĕшсем — пиллĕкĕн. Çурта пырса кĕрсенех ятарлă çар операцине хутшăнакансене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, педагогсен династийĕсене халалланă стендсем куç тĕлне пулаççĕ. Паллă çынсем çинчен стена çумне çирĕплетнĕ кĕнекесенчен паллашма пулать. Вĕрентекенсем регион, çĕршыв шайĕсенчи конкурссенче час-часах çитĕнỹсемпе палăрнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. «Россия — страна возможностей» фестивале, тĕслĕхрен, 2020 çултанпа хутшăнаççĕ. Унăн ỹсĕм çул-йĕрне стена çинчи пысăк паннора çутатнă.

Шкул ĕçченĕсем пĕлỹ çуртне яланах хăтлăхра, тирпейлĕхре тытса тăрассишĕн тимлеççĕ. Çуллахи тапхăрта пурнăçланă юсав ĕçĕсен калăпăшĕ 70 пин тенкĕрен иртнĕ. Коллективра килĕшỹ пурри, ашшĕ-амăшĕпе, спонсорсемпе пĕр чĕлхе тупни ăнăçусен çулне уçать.

Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта (директорĕ Оксана Мясникова) парта хушшинче 87 ача ларасса кĕтеççĕ, вĕсенчен 68-шне тĕрлĕ ялтан турттараççĕ. Пĕрремĕш класа вара шăнкăрав сассипе кĕрекен никам та пулмĕ.

Вĕренỹпе воспитани процесне хутшăнакансен йышĕ пысăк пулмасан та, туслă коллектив предмет олимпиадисенчи çĕнтерỹсемпе чылай çул малтисен ретĕнче. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленессине те кунта яланах пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Хальхинче те çаплах. Ĕçе кĕртнĕ сумма — 109 пин тенкĕ.

Коллектива 19 çул Виктор Карчиков ертсе пынă. Вăл утас çула кавир сарса хуман — «çурăк валашка» кĕтнĕ. Вăй-халне, вăхăтне шеллемесĕр тимлени, ĕçтешĕсемпе ăнланура пулни çитменлĕхсене пĕтерме, каярахпа тунă çитĕнỹсене çирĕплетсе пыма май панă. Виктор Виталиевичăн ĕçне округ пуçлăхĕ Леонард Левый та пысăка хурса хакларĕ, коллектив умĕнче тав турĕ.

…Комисси пĕтĕмлетĕвĕ: учрежденисем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕр. Пĕлỹ карапĕ чăрмавсене çĕнтерсе ăнăçлăн малалла шутăр.

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code