Вторник, 19 мая, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куприяновсем — çĕр ĕçченĕсем

Куприяновсем — çĕр ĕçченĕсем

6-6.15 сехет. Çак вăхăтра кашни ир акционерсен «Прогресс» хупă обществин автопарк территорине çăмăл автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри пырса кĕреççĕ. Специалистсен директор ирттерекен канашлăва ĕлкĕрес пулать. Ĕнелĕнчи Куприяновсем те çав йышра, виççĕн харăсах.

Округра пĕр тăвансем пурнăçне ял хуçалăхĕпе ытларахăн çыхăнтарни нумаях мар. Куприяновсем вара — тăваттăн.

Зинон Зосимовичпа (1937-1985) Галина Арсентьевна 5 ачана кун çути панă. Чи асли — хĕр, Валентина. Вăл хăйĕн ĕмĕрне пĕр вырăнта — округри тĕп больницăра медсестрара ĕçлесе ирттернĕ. Тỹскел ялĕнче пурăнать.

Ашшĕ ачисене çапла пехиллесе хăварнă: «Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр, нихăçан та ан харкашăр». Çапла пурăнаççĕ те паян йăха малалла тăсакансем. Çĕр улмипе çыхăннă ĕçсене пурнăçламалла-и, утă-улăм кĕртмелле-и, вутă-шанкă касса тирпейлемелле-и… — пĕтĕмпех ушкăнпа.

Мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен Галя аппана ачисене пурнăç çулĕ çине кăларма çăмăл пулман паллах. «Вĕреннĕ çын тăвасчĕ», — тесе тăрăшнă вăл. Паян вара кашни тĕпренчĕкĕшĕн савăнать, мĕншĕн тесен ура çинче çирĕп тăраççĕ. Хăй те, ачисем пекех, чаплă е «ăшă» ĕç вырăнĕ шыраса çỹремен: Кỹкеçри пир-авăр фабрикин Елчĕкри филиалне пир тĕртекене вырнаçнă та çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

Куратпăр: 86 çулхи кинемин тыл çирĕп. Малашлăхри кашни куна канлĕхре, шанчăклăхра хушса пырать вăл. Чунĕпе таса та уçă хĕрарăм час-часах чиркĕве çỹрет. Ывăлĕсен ку тĕлĕшпе транспорт енчен чăрмав çук…

Валерий

Ывăлсенчен чи асли, пĕлтĕр 60 çул тултарнă. Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Çар тивĕçне пурнăçланă. Ун хыççăн, 1985 çултанпа, «Прогресс» АХОра тĕп инженерта вăй хурать. Хăйĕн професси ăсталăхне çулсеренхи вырма ĕçĕсенче те çирĕплетет вăл: 30 çула яхăн ĕнтĕ комбайнпа тыр-пул пухса кĕртме хутшăнать. Комбайнер пулăшуçи пулса вара шкул çулĕсенчех ĕçлеме пуçланă. Нумай хутчен район чемпионĕ пулнă. 2006 çулта республикăра та çĕнтернĕ вăл.

Халĕ унăн округ шайĕнчи «титулшăн» ывăлĕпе те кĕрешме тивет. Александр, Шупашкарти «Букет Чувашии» фирмăра технологра ĕçлекенскер, ĕç çи тапхăрне ятарласа отпуск илсе тăван хуçалăха пулăшма килет. Кăçалхипе 4-мĕш çул. 2023 çулта вăл «АГРОС-550» комбайнпа пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 20990 центнер çапса илсе округра чи мала тухнă. Пĕлтĕр те вăлах вырма чемпионĕ ята тивĕçнĕ, кăтартăва 21799 центнера çитернĕ.

Валерий Зиноновича агропромышленность комплексне аталантарассинче нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн 2014 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят панă, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

— Çанталăк памасть вĕт! — вырсарникунпа тунтикун çумăр лỹшкенипе пăшăрханни курăнать унра. — Вырма ĕçĕ нихăш çул та çăмăл иртмен-ха. Тыр-пула пур пĕрех алла илетпĕр — халĕччен уя хăварни пулман.

Михаил

Ĕнерхи артиллерист та салтак тумне хывсан хăйĕн малашнехи пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шутланă. Маларах Самар облаçĕнчи Усольери совхоз-техникумра механике вĕреннĕ. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхра тĕрлĕ тапхăрта учетчик-заправщикра, склад заведующийĕнче, автомеханикра тăрăшнă. 2014 çултанпа — ĕç сыхлавĕн инженерĕ.

Кирек мĕнле сферăра та ĕç хăрушсăрлăхне йĕркелесси тĕп вырăнта тăрать. Производствăра унăн требованийĕсем тата та пысăк. Михаил Зинонович кашни участокри ĕçченсем валли ятарлă инструкцисем туса хатĕрленĕ, вĕсемпе вăхăтра паллаштарасси, алă пустарасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Çур аки, вырма тапхăрĕсенче профилактика мероприятийĕсен калăпăшĕ пушшех ỹсет.

Специалистăн тăрăшуллă ĕçне Чăваш Енĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе хакланă.

Михаил сывă пурнăç йĕркине те мала хурать. Округра иртекен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупура яланах курма пулать ăна.

Анатолий

— Хула пурнăçне юратмастăп, — татăклăн пĕлтерчĕ вăл. — Кунти ĕç-пуçа хăнăхса кайнипе-ши? Сывлăшĕ мĕне тăрать! Тăвансем, тус-юлташсем юнашар. Перевоз хулинчи строительство, чылай çул иртсен Хусанти кооператив техникумĕсене пĕтернĕ, Новороссийскра Тинĕс-çар флотĕнче 3 çул пограничникра службăра тăнă. Звани — главный старшина. Ун хыççăн — «Прогресс» хуçалăхра 35 çул ĕнтĕ.

— Унччен çынсем яваплăрахчĕ, — тет уй-хир бригадирĕн пулăшуçинче ĕç биографине пуçланă çĕр хуçи, — нимĕнле ĕçрен те турткалашса тăман. Чĕкĕнтĕр пайне килсерен илнĕ. Наталья Яковлева, астăватăп, сахăр кăшманĕн лаптăкне 2-3 çул пĕр гектар таран сайратрĕ, çумларĕ. Пĕр çулхине вара 3 гектара çитерчĕ! Бригадăра тĕрлĕ ĕç тăвакансем кăна 15-ĕн пулнă. Вĕсене тата ыттисене те ĕнтĕ ирсерен ĕçе чĕнсе çỹренĕ, халĕ — телефонпа.

Тольăна, çулталăк иртсенех, пултарулăхне кура трактор бригадин бригадирне лартаççĕ, тепĕр 4 çултан — комплекслă бригада ертỹçине. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче колхозсенче асăннă пĕрлешỹсем вăйра тăнă. Ĕнелсем ака е вырма кампанийĕсенче районта тăтăшах мала тухатчĕç, çавна май Ĕç Мухтавĕн ялавне те çĕкленĕ.

— Çур акине пĕр кун каярах тухатăн — вырма ĕçĕ 10 куна кая юлма пултарать, — паянхи уй-хирти лару-тăрăва тишкернĕ май пĕлтерет çĕр ĕçĕнчи профессионал. — Палăртнисене вăхăтра тума тăрăшатпăр пулин те, кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ те туйăнма пуçларĕ.

Бригадир коллектив членĕсен ĕçĕпе кăмăллă, кашнин тỹпи хальхи вăхăтра тыр-пула алла илессинче витĕмлĕ пулнине палăртать. Çĕр ĕçченĕсен династийĕн тепĕр членĕ, Анатолий Зиноновичăн мăшăрĕн шăллĕ Валерий Охотин, акă, çар тумне тăхăничченех техникăпа çыхăннă та, паян вăл ăста тракторист ĕнтĕ — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ.

Анатолий Зиноновича «ял хуçи» тесе те калас килет. Хăш-пĕр ялта хĕлле юрпа тертленнĕ хушăра Ĕнелте пурăнакансем çапла каланине темиçе хутчен те илтнĕ: «Эпир ун пек япалана пĕлместпĕр».

— Çынсен ирех ĕçе, ачасен шкула, садике каймалла, — хускатнă темăна уçăмлатать икĕ созыв район депутачĕ те пулнă бригадир. — Урамсене ялан уçă тытмалла, вăл хăрушсăрлăхпа та çыхăннă. Ирхине 5 сехетре тракторист ферма таврашне юртан тасатать, унтан яла кĕрет.

Субботниксенче техника уйăрнă май хăй халăхпа пĕрле çырма хĕррисенче, посадкăсенче çỹп-çап сахал мар пуçтарнă.

А.Куприянов — ЧР тата РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çавăн пекех ăна ЧР Патшалăх Канашĕн тата Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.

Анатолий округри ветерансен «Тинĕсри туслăх» пĕрлешĕвĕн хастар членĕ пулнине пĕлетпĕр-ха. Вăл сăрт-ту çинчен йĕлтĕрпе ярăнма юратнине хăйĕнчен пуçласа илтрĕм. Юлташĕсемпе — Владимир Воронцовпа, Алексей Колсановпа, Александр Черновпа кашни хĕл çавна май Свияжскри сăрт-ту комплексĕнче пулаççĕ. Кăшарнинче сывлăх ушкăнĕ шыва кĕрет, çулла, май килсен, пулăçă тивĕçне пурнăçлама та хатĕр. Çемйисемпе мăнастирсене кайса курасси ырă йăлара.

Геннадий

Чи кĕçĕнни, çут тĕнчене 1974 çулта килнĕ. Вăл та, пиччĕшĕсем пекех, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсенче службăра тăнă. Ултă çул каялла, «Прогресс» хуçалăха куçиччен, вăл Канашри чăх-чĕп-фабрикин Елчĕкри филиалĕнче ĕçленĕ. Халĕ кашни ир выльăхсем валли курăк çулать, ун хыççăн суха ĕçне пикенет. Унта пĕччен мар вăл: ывăлĕсем — Андрейпа Алексей те трактор штурвалĕ умĕнче. Каникул, отпуск вăхăтне çулсерен çапла усăллă ирттереççĕ вĕсем…

Пĕр тăван Куприяновсем — «Прогресс» хуçалăхăн тĕрекĕ. Вĕсен хăйсен кăна ял хуçалăхĕнчи пĕрлехи ĕç стажĕ 145 çулпа танлашать. Шкул çулĕсенчех трактор правине илнĕскерсен ĕмĕчĕсене çĕр ĕçĕпе çыхăнтарасси паллă пулнă пулĕ çав. Халĕ, авă, ывăлĕсем ашшĕсен сукмакне такăрлатаççĕ.

Николай МАЛЫШКИН.
Ĕнел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code