Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне 2030 çулччен аталантармалли çĕнĕ стратегине ырланă.

Стратегие Аслă экономика канашĕн утă уйăхĕн 31-мĕшĕнчи республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тиĕвçне пурнăçлакан Тарасова (сăн ỹкерчĕкре) тăратнă. Сăмахне вăл юлашки 5 çул пĕтĕмлетĕвĕнчен пуçланă. Пысăк технологисемпе усă курмалли майсем 1,5 хут, телемедицина консультацийĕсем илесси — 4 хут ỹснине, амбулатори тапхăрĕнчи медицина реабилитацийĕн калăпăшĕ 3 хут анлăланнине палăртнă. Тин çуралнă ачасен пурнăçне упрассин кăтартăвĕсем лайăх, çыннăн пурнăç тăршшĕ те ỹсет. Медицина кадрĕсем енĕпе те ырă улшăнусем: тухтăрсен шучĕ — 12 процент, вăтам звенори медперсонал хисепĕ 5 процент пысăкланнă. Отрасле цифровизацилес енĕпе Чăваш Ен малти регионсен йышĕнче. Пуçламăш медицина тата санитари пулăшăвĕ те аталанать. Çынсем инçе каймасăрах, çав шутра ялта та, медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Тĕрлĕ профильлĕ врачсем вырăна тухса пациентсене йышăнассине йăлана кĕртнĕ. Санитари авиацийĕ пулăшнипе юлашки 5 çулта йывăр чирлĕ 400 çыннăн пурнăçне çăлса хăварнă. Диспансеризаци тухассине, профилактика тĕрĕслевĕсенче пулассине 1,7 хут ỹстерме пултарнă: çакă чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парать, çав шутра онкологи чирĕсене те (60 процент таран).
Цифровизаци пулăшнипе халĕ ку е вăл врач патне çырăнасси те çăмăл. Пациентсем тухтăрсем патне çуллен 10 млн яхăн хут çырăнаççĕ.
Стратеги вара тата пысăк тĕллевсем лартать. Лариса Владимировна 2030 çул тĕлне çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕне 78 çул таран ỹстерме палăртнине çирĕплетнĕ. Çынсем чирлессине, вăхăтлăх ĕçлеймен тапхăра сахалтан та 16 процент чакармалла, медицина кадрĕсен дефицитне 97 процент пĕчĕклетмелле.
Тĕп вырăнта чир-чĕрсен профилактики пулмалла. «Чир-чĕр аталанассине вăхăтра асăрхаттарас тесен пирĕн центрсен хăрушлăх факторĕллĕ пациентсен сывлăхне проактивлă мониторинг тăвассипе тивĕçтермелле. 2025 çулта Канаш хулинче, 2027 çулта Çĕнĕ Шупашкарта, 2028 çулта Патăрьел ялĕнче Сывлăх центрĕсем уçма палăртатпăр. Сывлăх центрĕсен тепĕр пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ — корпоратив программисене ĕçе кĕртсе пырасси. Çулсерен 2-3 пысăк предприятирен кая мар çак программăна кĕртме планлатпăр. Ку вăл унта ĕçлекенсен сывлăхне упрама май парать», — палăртнă сывлăх сыхлавĕн министрĕ.
Стратеги районсем хушшинчи пĕрлехи медицина центрĕсен пĕлтерĕшне çĕклет. Вĕсенче ятарлă службăсем, пысăк технологиллĕ оборудовани, квалификациллĕ специалистсем пулмалла. Анчах çакă ытти çĕрте медицина пулăшăвне илмелли майсене япăх витĕм кỹмелле мар. Канашри медцентр никĕсĕ çинче çулталăк вĕçлениччен Регионти юн тымарĕсен чирĕсен центрне, çавăн пекех районсем хушшинчи эндокринологи тата гастроэнтерологи центрĕсене уçĕç. Васкавлă пулăшу больницин никĕсĕ çинче хальхи йышши модульлĕ йышăнупа диагностика уйрăмĕ пулĕ.
Рак аталаничченхи тапхăрти диагностикăна аталантармалла, çак тĕллевпе эндоскопипе скрининг центрĕсем йĕркелĕç. Пĕрремĕшĕ 2026 çулта Шупашкар хулинче ĕçлесе каймалла. Амбулатори онкологи пулăшăвĕн, хĕрарăм консультацийĕсен, сахăр диабечĕпе чирлисен кабинечĕсен сечĕсене анлăлатĕç. Çĕнĕ технологисем тĕлĕшпе тимлĕх ỹссе пырĕ. Республикăн клиника больницинче нефрологи центрĕ ĕçлесе каймалла — донор пỹрине трансплатаци тума май пулĕ. Ват тухакан çулсене, сахăр диабечĕллĕ çынсен юн тымарĕсем çинче операци тăвасси, чĕре клапанĕсене транскатетер мелĕпе протезласси, тата ытти çĕнĕлĕх те ĕçе кĕрĕç. Л.Тарасова инфраструктурăпа çыхăннă 2 мегапроект çинче уйрăммăн чарăнса тăнă. Республикăн клиника больницин çĕнĕ комплексĕн строительствин хатĕрленỹ тапхăрне пурнăçлĕç, Чăваш Енĕн санаторипе курорт кластерĕн пурлăхпа техника базине çĕнетĕç. Çакă халăха, çав шутра ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсене санатори реабилитацийĕпе туллин тивĕçтерме май парĕ.
2030 çулчченхи регионти сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн Стратегине пĕтĕмлетнĕ май республика пуçлăхĕ Олег Николаев унри тĕп аспектсене пысăк хак панă. «Пирĕн ĕçре тĕп вырăнта — çынсем. Хăйсен тухăçлăхĕпе усăлăхне кăтартнă мĕн пур инструмента, меслете тишкерĕпĕр, вĕсемпе практикăра усă курăпăр. Чăваш Енре пурăнакан кашни çыннăн сывлăхĕпе ырлăхĕ — пирĕн тĕп тĕллев», — палăртнă регион ертỹçи.
ХАКЛАВ.
Алина Васильева, Елчĕкри тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ:
— Чăн та, чир-чĕр профилактики, вăхăтлă диагностика çыннăн сывлăхне упрассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Стратегире çакăн çине пысăк пусăм туни, паллах, çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма, вăраха каякан тата ытти чирсенчен сыхланма пулăшни куç кĕрет. Районсен пĕрлехи центрĕсене пысăк технологиллĕ оборудованипе, техникăпа пуянлатассипе, кадрсен дефицичĕпе, специалистсен квалификацине ỹстерессипе ĕçлессине уçăмлăн палăртнă. Медицина работникĕсен кулленхи ĕçĕнче цифра технологийĕсене анлăн вăя кĕртни, телемедицина, электрон карттисем — пирĕн ĕçре пысăк пулăшу. Асăннă Стратеги регионти сывлăха сыхлас ĕçе курăмлă аталантарасси çине пысăк витĕм кỹрессе шансах тăратăп.

