Вторник, 14 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Кирилл Патриарх Олег Николаевпа тĕл пулнă

Кирилл Патриарх Олег Николаевпа тĕл пулнă

Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхĕ — Руç Патриархĕ Кирилл Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа, Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Савватипе тĕл пулнă. Çак тĕл пулу Раççейре халăхсем килĕштерсе пурăннине çирĕплетекен ырă тĕслĕх.

— Чăваш Ен пирĕн Тăван çĕршывăн пĕр пайĕ пулса тăрать. Унта Православи тата ытти тĕнсем хушшинче ырă хутшăнусем йĕркеленнĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Православи пирĕн истори çĕрĕсене пĕрлештерес, тĕрлĕ тĕнпе тĕрлĕ наци çыннисемпе ырă хутшăнура çыхăнса ĕçлес тĕлĕшпе тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Çак сăлтавпах Раççейĕмĕр аслă та çирĕп патшалăх йышĕнче. Çав вăхăтрах Чăваш Ене тата унăн ертỹлĕхне кунта пурăнакан халăх тăнăçлăхĕшĕн тата ырлăхĕшĕн тăрăшнăшăн, Православипе çыхăннă хутшăнусене тивĕçлĕ йĕркелесе пынăшăн тав тăвас килет, — тенĕ вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхĕ.

Чăваш Енри ырă хутшăнусем куç умĕнче. Республикăри халăхсене ĕмĕртен ĕмĕре туслăх çыхăнтарнине хăйĕн сăмахĕсенче Олег Николаев та палăртнă:

— Пирĕн республикăра 15 конфесси пĕрлештерекен халăхсем ĕмĕрсем хушши килĕштерсе пурăнаççĕ. Çав хушăрах пурăнакансенчен 80 проценчĕ — православи тĕнне ĕненекенсем. Чăваш митрополийĕпе пĕрле ĕçлени регионăн общество пурнăçĕнче яланах пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Халăхсем килĕшỹре тата пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнни республика çирĕплĕхĕн никĕсĕ пулса тăрать.

Регионта хальхи вăхăтра 291 чиркỹ, 50 ытла часавай, 7 мăнастир ĕçлет. Вĕсенчен 23-шне юлашки пилĕк çулта хăпартнă. Ку енĕпе 2026 çулта та маларах пуçăннă ĕçе вĕçлеме — Шупашкар хулинчи Сергий Радонежский ячĕпе çĕкленекен чиркĕве туса пĕтерме палăртнă. Унăн никĕсне 2015 çулхи август уйăхĕнче Святейший Патриарх Кирилл хывнă. Вырăс Православи Чиркĕвĕн Пуçлăхĕ Чăваш Ене килсе çак храма сăвапласса шаннине пĕлтернĕ. «2020 çулта РФ Президенчĕ Республика Пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама шансан, Варнава владыка Сирĕн пиллĕхĕрпе мана Эсир тивĕçе йышăннăранпа 11 çул çитнине халалланă чаплă службăна чĕнчĕ, ун чух Эсир мана шаннă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлама пиллерĕр. Республика пилĕк çул хушшинче пур сферăра та питĕ лайăх утăмсем турĕ. Экономикăри, социаллă сферăри, вĕренỹри тата сывлăх сыхлавĕнчи çитĕнỹсем — çаксем пурте пĕрле, вырăс Православи чиркĕвĕпе килĕшỹре çыхăнса ĕçленинче. Темиçе кунтан суйлав пулать, çавна май маншăн Сирĕнпе курса калаçни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Ене пулăшнăшăн тата пысăк тимлĕх уйăрнăшăн Сирĕн Святейшествăна тав тăватăп. Сирĕн сăмахăрсемпе вĕрентĕвĕр республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн малалла ĕçлеме çĕнĕ вăй-хăват параççĕ», — тав тунă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патриарха.

Святейший Патриарх Кирилл республикăра чиркỹпе патшалăх хутшăнăвĕсем лайăх аталаннине каланă, общество çирĕплĕхне палăртнă май Чăваш Енре ырă хутшăнусене малашне те тивĕçлĕ йĕркелесе пыма пилленĕ. Унăн шухăшĕпе нумай нациллĕ халăх пĕр-пĕрин чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине хисеплесе пурăнсан çеç упранса пырать.

— Халăх ырлăхĕшĕн вăй хуракан ĕçре малашне те Турă пулăшса пытăр. Патшалăх влаçĕ чиркỹпе общество хушшинчи килĕшĕве тивĕçлĕ тытса тăнăран халăх çĕр çинче хăтлă пурăнать, — тенĕ вăл.

Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулу саманчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code