Вторник, 18 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пепкен сывлăхĕшĕн усăллă

Пепкен сывлăхĕшĕн усăллă

Кăкăр сĕчĕ пĕчĕк ачашăн чи усăллă апат шутланать. Ку вăл ача сывлăхне çирĕплетессипе тачă çыхăннă.

Кăкăр сĕчĕ тин çуралнă пепкен организмне тĕрĕс-тĕкел аталанма май парать. Пыршă çулĕн сывă микрофлорине йĕркелеме, çивĕч респираторлă вирус инфекцийĕсенчен хỹтĕленме, пуплев аталанăвне лайăхлатма пулăшать. Антителасем пуртан ытти нумай чиртен те сыхлать вăл. Кăкăр сĕчĕпе çитĕнекен ачасем çулсем иртнĕ май интеллектпа çыхăннă тестсене те çăмăллăн парăнтараççĕ, вăл ытлашши ỹт илесрен те пулăшать.

Пепкене кăкăр ĕмĕртни амăшĕшĕн те чи меллĕ, тухăçлă май, паллах. Кăкăр çитерекен хĕрарăмсен кăкăр тата амалăх ракĕ, чĕре чирĕ тата сахăр диабечĕ пуçланас хăрушлăх самай чакать. Амăшĕн пепкене унăн пĕртен-пĕр апатĕнчен пистерес тесе тăрăшмалла мар. Хăйĕн те сĕт паха та çителĕклĕ пултăр тесе кирлĕ витаминсемпе микроэлементсемпе пуян, çав вăхăтрах аллерги паман апат-çимĕçпе шайлашуллă апатланмалла. Çак тата ачасен сывлăхĕпе çыхăннă ытти ыйтусене уçăмлатса панă Наталия Кускова педиатр тухтăрпа Ирина Смирнова гинеколог тухтăр (сăн ỹкерчĕкре) кăкăр ачиллĕ, пулас амăшĕсем тата ыттисем те хутшăннипе йĕркеленĕ тĕл пулура.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code