Суббота, 6 декабря, 2025   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастарлăх иксĕлмест унра

Хастарлăх иксĕлмест унра

«Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн ветеранĕсен канашĕ» обществăлла организацин округри уйрăмĕ хальхи вăхăтра 22 АПК ветеранне пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен пĕри — Элпуç ялĕнче пурăнакан Нина Николаевна Ильина.

Агропромышленность комплексĕн тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă специалистсемпе ертỹçĕсем, паллах, хальхи вăхăтра ĕçлекенсем те, ĕмĕрĕ тăршшĕпех ял хуçалăх отрасльне аталантарассишĕн вăйне панă çак çын ятне лайăх астума тивĕçлĕ. Тĕмер ялĕнче 1955 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче кун çути курнă Нина Сахарова (хĕр чухнехи хушамачĕ) мĕн ачаран шут ĕçне кăмăлланăскер, ялти 8 çул вĕренмелли, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн Канашри финанс техникумне вĕренме кĕнĕ. 1976 çулта техникумран ăнăçлă вĕренсе тухнă çамрăк тăван тăрăха таврăннă, çав çулах 7 яла пĕрлештерсе тăнă «Знамя» колхозра бухгалтерта ĕçлеме тытăннă. Нина Николаевна хăйĕн тивĕçне лайăх ăнланса тата пĕлсе пурнăçлакан çын пулнине ĕçтешĕсем, колхоз ертỹлĕхĕ те курса тăнă, паллах. Икĕ çултанах ăна пысăк колхозăн тĕп экономисчĕ пулса ĕçлеме çирĕплетни те çакна уççăнах çирĕплетсе парать. 1989 çулта «Знамя» колхоз темиçе пĕчĕк хуçалăха пайланса уйрăличченех тĕп экономистра, 1990 çултан пуçласа 2001 çулччен Элпуç тата Кармал ялĕсене пĕрлештерсе тăнă «Восход» колхозра вăй хунă вăл. Çав çулсенче «Восход» колхоза ертсе пынă Леонид Анатольевич Кошкин, унпа пĕр вăхăтра ĕçленĕ ытти çынсем те: «Нина Николаевна хăй профессийĕнчи чăн ăста», — тенине пĕр хутчен анчах мар илтме тỹр килнĕ.

Пултаруллă шут ĕçченне район (халĕ — округ) администрацийĕн контрольпе ревизи пайĕн начальникĕн çумĕ, каярахпа Елчĕк район администрацийĕн тĕп бухгалтерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хăйне шанса панă çак ĕç вырăнĕсенче, маларах тĕп экономистра ĕçлесе производствăна тĕплĕн ăнланакан пулса çитнĕ Нина Ильинана пĕтĕм районти АПК аталанăвĕшĕн яваплă должноçа — район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ (2006-2009 ç.ç) пулма çирĕплетеççĕ. Хĕрарăм пулин те, çирĕп чун-чĕреллĕ, ĕçшĕн тăрăшакан çак çын ку чухне те район ертỹлĕхĕ умĕнчи шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларнă. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви умĕнче ỹсен-тăран культурисене, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене туса илес тĕлĕшпе çирĕплетнĕ килĕшỹсене туллин пурнăçласа пынă. Ахальтен мар ăна 2007 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă. «Районти чи лайăх экономист» (1985 ç.), «Районти чи лайăх бухгалтер» (1995 ç.) ятсем те унăн профессири ăсталăхĕ пысăк пулнине çирĕплетеççĕ.

Ĕç — ĕçпе. Унсăр пуçне, Нина Ильина кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан, ăшă чун-чĕреллĕ, тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕ те. Халĕ тивĕçлĕ канури хĕрарăмăн ял-йышпа, пĕлĕш-юлташĕсемпе хутшăнса калаçма тата вĕсемпе вăхăтне ирттерме ытларах май пулнăран, çак енсем унра тата уççăнрах палăраççĕ. Вăй питти çулĕсенчи хастарлăхĕ халĕ те иксĕлмест унра. Хăй тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăнхи малтанхи кунсенчен тытăнсах ялти çынсене пĕр-пĕринпе пĕрлешме, хутшăнма майсем туса парас тесе вăл тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерессине те хăй çине илме ỹркенсе тăман. Çакăн хыççăн ял çыннисем ăна пĕр иккĕленмесĕрех ялти ветерансен канашĕн ертỹçи пулма суйланă. Кирек хăш ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа тата пысăк яваплăха туйса пурнăçлама хăнăхнă Нина Ильина шанса панă çак ĕçе те куллен тивĕçлипе тỹрре кăларать. Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕнчи ялсенче çулсерен çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерме хăнăхнă Питрав тата ытти уявсене, ушкăнпа йĕркелемелли мероприятисене халăха явăçтарассинче унăн тỹпи пысăк. Мĕншĕн тесен вăл çынсене хăй хыççăн ертсе кайма пултаракан çын, ăна итлеççĕ те.

— Ялти сăвапланă çăл куç тата часавай территорийĕсене тирпейлесе-тасатса тăрас ĕçсене тăтăшах пĕрлехи вăйпа пурнăçлатпăр. Ку чухне ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕпе — Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕпе Оксана Николаевна Мясниковăпа килĕштерсе, тачă çыхăнура ĕçлетпĕр, — терĕ Нина Николаевна.

Хутшăнура вăл: «Кăçалхи Питрав уявĕнче Кармал ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Владимирович Попов уйрăм предприниматель пĕтĕм ял-йыш куçĕ умĕнче мана ял пурнăçне хастар хутшăннăшăн тата çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре тĕслĕх кăтартнине палăртса çырнă Тав çырăвне алăран тыттарнине чи пысăк награда вырăнне хурса йышăнтăм», — тесе палăртса калани уншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса илтĕмĕр…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code