Елчĕкри стадион-площадкăра «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн, Паттăрлăх орденĕн кавалерне, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен майорне Сергей Борисович Миллина асăнса 2010-2012 çулсенче çуралнă ачасен хушшинче мини-футбол турнирне ирттернĕ.
Сергей Миллин Украинăри ятарлă çар операцине малтанхи кунсенченех хутшăннă. 2023 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче пĕр çапăçура паттăррăн пуçне хунă.
Сергей спорта питĕ юратнă. Вăл районти футбол командин капитанĕ тата чи лайăх выляканĕ, шкул ачисен республикăри турнирĕн çĕнтерỹçи пулнă. Хоккей вăййине те кăмăлланă.
Черетлĕ ăмăртăва уçма округ пуçлăхĕн çумĕ Алина Смирнова, Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул директорĕ Лариса Васильева, паттăрăн амăшĕ Людмила Миллина хутшăннă. Вĕсем, спортсменсене ăнăçу суннă май, Сергейрен тĕслĕх илме сĕннĕ.
Турнирăн пĕтĕм йĕркелỹ ыйтăвне татса парассине Сергейпа пĕр класра вĕреннисем хăйсем çине илнĕ. Мала тухнă ушкăнсене тата футболистсене тĕрлĕ наградăпа хавхалантарнисĕр пуçне 8 командăна та вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Чи пултаруллисене — Константин Андреева (Лаш Таяпа), Иван Воронцова (Патреккел), Давид Портнова (Елчĕк) статуэткăсем парса чысланă. Турнирта вара Елчĕк шкулĕн команди çĕнтернĕ, Патреккелсемпе Лаш Таяпасем — призерсем.

