Пятница, 7 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыв пăрăхĕсене улăштараççĕ

Шыв пăрăхĕсене улăштараççĕ

Кивĕ Эйпеçсем яла хăтлăлатассипе, тирпей-илем кĕртессипе çулсерен курăмлă ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ку енĕпе вĕсене «Ниме — халăх бюджечĕ» программа пулăшать.

Паллах, ял çыннисем хăйсем пуçарулăх, хастарлăх кăтартмасан шутланине вырăнтан тапратаймăн та. Иртнĕ çулхи кĕркунне граждансен пухăвĕнче урамсенчи шыв пăрăхĕсене улăштарасси пирки ыйту çĕклесен ăна татса парассипе те çине тăрса ĕçлеме пуçланă. Халĕ ĕнтĕ ĕç хĕрсех пырать. Подрядчик — «Спецстройторг» сахал яваплă общество октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5 километр тăршшĕне çĕнĕ пăрăхсем вырнаçтармалла. Ку вăл пĕтĕм ялти урама пырса тивет. Çирĕплетнĕ сумма — 5 миллион тенкĕ.

Объекта округ пуçлăхĕ Леонард Левый çитсе курнă. Вăл, ĕçĕн пахалăхĕпе кăмăллă пулнăран, рабочисене ăнăçу суннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code