Владислав Николаева Чăваш Енри вулакан аван пĕлсе çитрĕ пулĕ: вăл — XXI ĕмĕрĕн литература лаççинче тăтăш çĕнĕ произведени пичетлесе кăларакансенчен пĕри.

Çыравçă тĕрлĕ жанрпа та тухăçлă ĕçлет. Юлашки çулсенче вăл ытларах драматурги енне сулăнни сисĕнет. Республикăри театрсенче унăн пьесисем тăрăх сахал мар спектакль кун çути курнă: «Уйăпсем те шăнса хытрĕç», «Чапаев. Вечность за час», «Чуххăм Ванькка авланать — кай, кай, кай…», «Кĕтỹç», «Чăх чĕппи — чемпион»…
Çак кунсенче Чăваш Республикинчи профессиллĕ писательсен пĕрлĕхĕн членĕн черетлĕ 8-мĕш ĕçĕ — «730 калтапа 730 йĕпвăрри» драма пичетленсе тухнă. Асăннă хайлава вăл регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе çырнă пьесăсен конкурсне хутшăнас тĕллевпе хатĕрленĕ. Пултаруллă калем ăстине кунта та ăннă: «Çитĕннисем валли — лайăх пьеса» номинацире çĕнтерсе ЧР Культура министерствин 100 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ.
Аса илтеретпĕр, Владислав Дмитриевич — Шăмалакран, Шупашкарти «Интернет-энциклопедия «Рувики» коммерциллĕ мар автономлă организаци редакторĕ. Ентешĕмĕр тухăçлă ĕçлесе пынине унăн тĕрлĕ çулти наградисенчен те пĕлме пулать. Ăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Вăл — ЧР çамрăксен Патшалăх премийĕн лауреачĕ, С.Эльгер, Л.Ильин, Н.Никольский ячĕллĕ премисен лауреачĕ.

