Вторник, 8 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăхăтлă акма ĕлкĕреççĕ

Вăхăтлă акма ĕлкĕреççĕ

Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене юлашки гектарсем çинчен пухса кĕртеççĕ. Пĕр вăхăтрах кĕр тыррисене акассипе тимлеççĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне илсен пулас тыр-пул никĕсне 4291 гектар (94 процент) çинче хывса хăварнă.

Ял хуçалăх организацийĕсенче кĕрхи культурăсене акас ĕçе, пĕтĕмĕшле илсен, тивĕçлипе йĕркелесе пыни округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче куллен пĕтĕмлетекен кăтартусенчен уççăнах курăнать. Малтанхи çулсенче агрономсем кĕр тыррисене акмалли чи лайăх вăхăт — август уйăхĕн 15-мĕшĕ — сентябрĕн 1-мĕшĕ — тесе çирĕплетсе каланă анчах мар, палăртнă кунсенче çак яваплă ĕçе пурнăçлама кирлине те лайăх ăнланнă. Юлашки çулсенче вара çанталăк условийĕ улшăннине кура кĕр тыррисене акмалли вăхăт каярах юлнине тата çакă ĕç пахалăхĕ çине нимĕн чухлĕ те витĕм кỹменнине кашни çулхи тĕслĕхре курса ĕненме тивет. Кăçал та вĕсене çỹлерех палăртнă вăхăтран 2 эрне каярах юлса акнă пулин те, шăтаслăхĕпе илсен тиркешме сăлтав пулманнине уй-хир хуçисем хăйсем çирĕплетсе калаççĕ.

Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн, кăçал кĕр тыррисене 4555 гектар çинче акса хăвармалла. Ку чухне пур ял хуçалăх организацийĕ те акăнакан лаптăксене технологие пăхăнса тивĕçлĕ шайра ĕçлесе хатĕрлессине тĕп вырăна хурать. Акнă чухне вăрлăхсене им-çамласси те чи кирли шутланать. Мĕншĕн тесен кĕрхи культурăсен çанталăкăн тĕрлĕ условийĕсене тỹсме тивет. Чирлĕ, вăйсăр вăрлăх хĕл сиввисене епле чăттăр? Кĕркунне вăрăма тăсăлни те тĕрлĕрен чир-чĕр аталанас, хурт-кăпшанкă ерес хăрушлăх кăларса тăратать-çке.

Кĕр тыррисене ытларах лаптăкра акса хăварни çур акири тата вырмари ĕç хăвăртлăхне ỹстерме пулăшнисĕр пуçне, пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелеме, тăпра пулăхне ỹстерме май параççĕ. Кĕр тыррисем уй-хир «санитарĕсем» те — лаптăксене тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хỹтĕлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code