Вторник, 8 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăшăва тивĕçмелли йĕрке

Пулăшăва тивĕçмелли йĕрке

— Нумай ачаллă çемьен çурт-йĕр хăпартма е хваттер туянма илнĕ ипотекăна саплаштармалли патшалăх пулăшăвне мĕнле илмелле?

— Республикăн Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2030 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуралсан ипотека кредитне тата ун çумне хушакан процента парса татма 450 пин тенкĕ таран илме пултараççĕ. Ăна тивĕçме онлайн мелпе заявка тăратмалла. Нумай ачаллă çемьесем банка каймасăр Патшалăх пулăшăвĕсен порталне кĕрсе субсиди илме заявка тăратма пултараççĕ. Малтан порталта авторизациленмелле, аккаунт çук пулсан регистрациленсе заявка тăратмалла. Вăл çийĕнчех пурăнмалли вырăн тума тата унпа çыхăннă ытти ыйтăва татса пама пулăшакан «ДОМ.РФ» компание лекет. Çак организаци кредит пирки банкран информаци ыйтса илет, йышăну кăларать. Нумай ачаллă çемье ипотекăна парса татассипе çыхăннă ыйтусене «ДОМ.РФ» порталĕнче тĕплĕнрех ăнлантарнă. Вĕсене компани консультаци пунктне 8 (800)755-55-55 номерпе шăнкăравласа çитерме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code