Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев:
«Çĕнĕ социаллă проектсене çынсем валли йĕркелерĕмĕр. Çавна май медицинăпа, хăтлавпа, СВО участникĕсен адаптацийĕпе çыхăннă нумай задачăна татса пама пултартăмăр. Паллах, ку проектсемпе малалла та ĕçлĕпĕр тата анлăлатса пырăпăр».
Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн округра та пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Алевтина Федорова тата Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннипе активпа пĕрле «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи социаллă проекчĕсем: пĕрремĕш пĕтĕмлетỹсем тата малашлăхри тĕллевсем» темăна сỹтсе яврĕç.
Калаçу кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă социаллă проектсем пирки пычĕ. Вĕсенчен пĕрне, «Хаваслă çу кунĕсем» проекта, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун, июнĕн 1-мĕшĕнче старт панă. Виçĕ уйăх республикăра 2652 концерт, фестиваль, конкурс, ăсталăх класĕ, спорт ăмăртăвĕ иртнĕ, вĕсене 800 пин ытла çын хутшăннă.
Пирĕн округра та асăннă проекта анлă çул панă. Палăртнă тапхăрта культура, вĕренỹ тата спорт учрежденийĕсем 63 мероприяти йĕркеленĕ. Культура ĕçченĕсем автоклубпа усă курса аякри ялсенчи çынсене тăхăр хутчен хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Вăл йышра ентешсем — Шупашкарти эстрада юрăçисем пулнине те палăртмалла.
«Хаваслă çу кунĕсем» портал та пушă тăман: вулавăшсенче тимлекенсем унта хăйсем ирттернĕ 18 мероприятие çутатнă. Хыпарсемпе тỹрремĕн паллашакансен йышĕ 616 çын пулсан, онлайн мелĕпе — 4320.
Тепĕр питĕ кирлĕ проект («Сывлăх патне утăм») июнĕн 24-мĕшĕнче — Республика кунĕнче — пуçланнă. Регион шайĕпе малтанах çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн медицинăн мобильлĕ ушкăнĕсем вырăнсене тухса çынсене йышăнассине йĕркеленĕ. Эппин, пациент мар, медик хăй пациент патне пынă. Кил умне тенĕ пекех.
Елчĕкри тĕп больница коллективĕ пĕр кунлăх «Сывлăх пункчĕсене» сакăр территори пайĕнчи 15 ялта уçнă. Тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр пĕтĕмпе 2289 çын тухнă. 1739-ăшĕ уйрăм палăрăмсене тупнă, 559-шне хушма тĕрĕслев тухма сĕннĕ. Тухтăрсемпе медицина сестрисем «Сывлăх шкулĕ» занятире 1208 çынна тивĕçлĕ консультаци панă. 75 çын грипран вакцинаци тутарнă.
Тепĕр проект — «Тăнăç пурнăçа — утăм». Унпа килĕшỹллĕн республикăри «Пулăшу десанчĕ» СВО ветеранĕсемпе участникĕсене пулăшас тĕллевпе кашни муниципалитета çитнĕ. Унăн йышĕнчи специалистсемпе 771 çын канашланă. Вĕсенчен 1366 ыйту йышăннă, 1263-шне çийĕнчех татса панă. Экспертсем хăйсен ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, палăртнă категорие пулăшмалли 59 ытла мера практикăра ĕçленине, консультацисем ытларах çăмăллăх илессипе çыхăннă ыйтусене пырса тивнине пĕлтернĕ.
Тĕрлĕ сферăри специалистсен ĕçлĕ десанчĕ Елчĕк округĕнче те пулнă, пĕр кунра 24 çынна йышăнса вĕсен 30 ыйтăвне çийĕнчех татса панă.
Сăмах май, çĕршыв хỹтĕлевçисене пулăшас тĕллевпе йĕркелекен ыркăмăллăх акцисене те палăртса хăвармалла. Округра пурăнакансем гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатассипе хастар ĕçлени курăнать-ха, çав вăхăтрах маскировка сеткисем васкавлă çыхассипе пĕрлĕх вăйне кăтартни кирлĕ.
Республика Пуçлăхĕн вырăнти пуçарулăха тĕпе хурса социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă указĕпе муниципалитетсенче 2017 çултанпа ĕçлеççĕ. Халĕ ячĕ урăхла: «Ниме — Халăх бюджечĕ». Ĕнтĕ хуласем те унпа туллин усă курма пултараççĕ. Елчĕк округĕнче ĕçе кĕртнĕ проектсен шучĕ çулсерен ỹсет, ку вăл — халăх активлăхĕ ỹснин факторĕ. Çитес çул 117 миллион тенкĕлĕх 51 проектпа ĕçлемелле. Шăпах çав объектсемшĕн сасăлав пырать халĕ…
Леонард Васильевичпа Алевтина Николаевна активистсен пысăк йышĕ пуçтарăннă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хатĕрленсе ирттерессинче тỹпе хывнисене чыслассине те тĕп вырăна хучĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне Оксана Мясникова, Марина Печкова, Светлана Прохорова, Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕсене Алина Новикова, Анастасия Павлова, Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн Тавне Надежда Львова, Светлана Макарова, Надежда Тремзина, Эльвира Федорова тивĕçрĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ министерствăпа ведомствăн тата округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнисен ушкăнĕ те пĕчĕк пулмарĕ.
Пĕтĕм Раççейри «Чи лайăх муниципаллă практика» конкурсăн регионти тапхăрĕнче Елчĕк округĕ икĕ номинацире 2-мĕш вырăн йышăннă. Çитĕнỹсене çирĕплетекен Дипломсене пай пуçлăхĕсене — Алина Смирновăпа Марина Демьяновăна пачĕç.
Коллективлă мероприяти хыççăн ертỹçĕсем уйрăм граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.
(Хамăр корр.).

