Пĕтĕм Раççейри «Нацисен кросĕ» чупу 2004 çултанпа иртет. Сывă пурнăç йĕркине мала хуракансен çулталăкри чи массăллă ăмăртăвĕ пирĕн округра та çĕр-çĕр çынна пуçтарать.
Елчĕкри тĕп лапамра хальхинче ăна эрнекун йĕркелерĕç. Çанталăк пĕлтĕрхи пекех пухăннисен майлă пулчĕ: сывлăш температури 21 градуспа танлашрĕ. Культура ĕçченĕсен юрри-кĕвви те хушма вăй пачĕ-тĕр, çемĕпе хăшĕ-пĕри хусканусем тăвассинчен те именсе тăмарĕç.
Округ пуçлăхĕ Леонард Левый кроссменсемпе куракансене спорт уявĕпе саламланă май çирĕп сывлăх, çăмăл чупу, хаваслă кăмăл-туйăм сунчĕ, физкультурăпа тата спортпа яланах туслă пулмаллине палăртрĕ.
Малтанах пин метрлă дистанцие тỹрех 6 ушкăн старта тухрĕ. Ачасем, Елчĕкпе Патреккел шкулĕсенчен кăна пулнăран, хăш шкултине пайăррăн çырмăпăр. 1-4 классенче вĕренекенсен ушкăнĕнче хĕр ачасенчен Варвара Афанасьева çĕнтерчĕ, Дарья Дубиновăпа Ангелина Миллина 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайларĕç. Арçын ачасенчен финиша чи малтан Алексей Порфирьев çитрĕ, ун хыççăн — Иван Александровпа Александр Петухов.
Ертỹçĕсен чупăвне сăнама та кăсăклă пулчĕ. Арçынсем финиша çак йĕркепе çитрĕç: Денис Баймушкин (ветстанци), Валерий Архипов (искусство шкулĕ), Юрий Блинов (Елчĕк территори пайĕ). Юрий Михайлович 60 çултан аслисен зачетĕнче те 3-мĕш пулчĕ. Ылтăнпа кĕмĕл медальсене çĕнсе илнисем вара — Владимир Шашковпа (Тỹскел) Анатолий Анисимов (Ĕнел). 73 çулхи Анатолий Алексеевич чупуçăсенчен чи асли пулчĕ, чи çамрăкки, палăртсах хăварар, Елчĕкри Алексей Усанов. Пĕррери пепке амăшĕпе пĕрле кĕчĕ финиша.
Пуçлăх-хĕрарăмсенчен Людмила Викторова (НФЦ), Татьяна Филимонова, Ирина Теллина (округ администрацийĕн пайĕсен ертỹçисем) мала тухрĕç. 60 çултан иртнĕ хĕрарăмсенчен йĕлтĕр спорчĕпе те питĕ туслă Римма Парферьевăпа (искусство шкулĕ) Валентина Немцева (вĕренỹ пайĕ) çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăнта вара — çăмăл атлетикăри çĕнĕ ят: юридици пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Светлана Семендеева.
Малаллахи ушкăнсен пурин те 2 çухрăмлă дистанцие парăнтарма тиврĕ. 5-8-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасенчен кунта Александр Головина çитекен пулмарĕ, Константин Тимофеевпа Савелий Егоркин — призерсем. Хĕр ачасенчен 1-мĕш — Диана Орлова. Вăл çапла пулмалла та, мĕншĕн тесен спортсменка «Елчĕк ен» хаçатăн кăçалхи кросĕнче çитĕнỹпе палăрнăччĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче — Злата Григорьевăпа Дарья Теллина.
40 çултан аслăрах арçынсен ушкăнĕнче ылтăн медаль шăпи никамра та иккĕленỹ çуратмарĕ пулĕ. Кунта чылай çул нацисен кросĕн тата çăмăл атлетсен ытти ăмăртăвĕн чемпионĕ Алексей Тихонов (Тăрăм) старта тухрĕ. Хальхинче те хăнăхнă «сценарине» улăштармарĕ вăл. Георгий Ивановпа (Патреккел шкулĕ) Рауф Багаутдинов та (ветстанци) пьедестал çине пуçласа мар хăпарчĕç.
Хĕрарăмсенчен ăнăçу телейне çак йĕркепе «пайларĕç»: Любовь Владимирова (тĕп больница), Ирина Ванюшина (Патреккел шкулĕ), Екатерина Цыганова (вĕренỹ пайĕ).
9-11-мĕш классенче пĕлỹ илекенсем финиш протоколне çапла çырăннă: Павел Чернов, Артур Карсаков, Максим Печков, Виолетта Галкина, Виолетта Вершкова, Карина Кузьмина.
Ирина Галкина (Тỹскел), хĕрĕ пекех, пĕрремĕш. Вăл округра иртекен нумай ăмăртăва хутшăнса çĕнтерет. Хальхинче те, 40 çула çитичченхи хĕрарăмсен йышĕнче, çакна çирĕплетрĕ. Тĕп больницăра тата «Солнышко» ача садĕнче ĕçлекен Анастасия Николаевăпа Елена Журавлеван та савăнмалăх сăлтав пĕчĕк мар: спортри чыслава пуçласа тивĕçнĕрен.
Асăннă ỹсĕмре Денис Баймушкин хăйне тепĕр хутчен тĕрĕслерĕ, анчах çулпа çамрăкрах атлетсене кăшт кăна выляса ячĕ. Çĕнтерекенĕ кунта — Аслă Елчĕк каччи Дмитрий Печков, кĕмĕл медальçă — Михаил Курчин. Вăл — тĕп больницăн «Васкавлă пулăшу» машинин водителĕ. Мала тухнисене пурне те дипломсемпе, медальсемпе, футболкăсемпе чысларĕç.
…»Нацисен кросĕ» массăллă чупу вĕçленчĕ. Унăн тăсăмĕ кашни çыншăн стадионсемпе спорт площадкисенче малалла пултăр.
ШУХĂШ:
Любовь ВЛАДИМИРОВА — округри тĕп больницăн флюорографи кабинечĕн администраторĕ:
— Пирĕн коллективран кроса 20 çын ытла хутшăнчĕ. Алина Васильева тĕп тухтăр хăй те ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Çак ăмăртăва кашни çулах хутшăнатăп. Пĕлтĕр хам ỹсĕмре 2-мĕш пулнăччĕ, кăçал вара иртнĕ çулсенчи вырăна каялла тавăрма пултартăм.
Çынна хускану питĕ кирлĕ. Эпĕ Ĕнелĕнчен ĕçе, унтан киле яланах çуран çỹреме тăрăшатăп.
Николай МАЛЫШКИН.

