Сĕнтĕрвăрри округĕнче паллă педагог тата композитор Анатолий Тогаев пурăннă çурта реставрацилеççĕ. Çакă «Туризм тата тараватлăх» наци проектне пурнăçа кĕртессипе те çыхăннă.
Регион пĕлтерĕшлĕ культура еткерĕн статусĕллĕ йывăç çурт Музыка музейĕн никĕсĕ пулса тăмалла. Экспозицине Тогаева кăна мар, паллă композитора Андрей Эшпая та, «Сережка с Малой Бронной», халăх юратакан ытти хайлав авторне, халаллаççĕ. Эшпай амăшĕ Валентина Константиновна Анатолий Тогаевпа пĕр тăван пулнă. Андрей Яковлевич ача чухне каникула кунта ирттернĕ, вăрçă пуçлансан вара çемье эвакуаципе Мускавран Сĕнтĕрвăррине куçнă. Каччă унта шкул пĕтернĕ, фронта кайнă.

