Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пехетре» — Елчĕксем

«Пехетре» — Елчĕксем

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард ЛЕВЫЙ:

«Пехет» агромаркет площадкинче культура мероприятийĕсене йĕркелеме май туса панăшăн Республика Пуçлăхне Олег Николаева тав тăватпăр. «Пехет» агромаркет — суту-илỹ площадки анчах мар, вăл — Чăваш Енĕн культурине, тараватлăхне палăртакан вырăн та.

Шупашкарти «Каскад» суту-илỹ центрĕнче уçăлнă «Пехет» агромаркетра иртнĕ шăматкун, сентябрĕн 20-мĕшĕнче, Елчĕк муниципалитет округĕн сумлă делегацийĕ пулса курнă.

Кĕр мăнтăрĕпе пулса иртнĕ çак уявра вырăнти тавар туса кăларакансен экологи тĕлĕшĕнчи таса продукципе паллаштарассине тата унпа хулара пурăнакансене тивĕçтерессине малти вырăна хунă. Унта пур çын та хапăлласа туянакан пахалăхлă продуктсене илсе çитерме тăрăшнă, паллах. Елчĕкри çăкăр пĕçерекен заводра туса кăларакан темиçе тĕрлĕ çăкăр-булка, кондитер изделийĕсене, уйрăм предпринимательсем — Илья Григорьев цехĕнче хатĕрлекен пылак шыва, Кĕçĕн Таяпари Александр Викторов туса илекен çĕр çырлине тата унтах хатĕрлекен аш-какай продукчĕсене ятарласа уйăрнă павильонра сутма Сергей Краснов уйрăм предпринимателе шанса панă. Вĕсене хулара пурăнакансем черет тăрсах хапăлласа туяннă.

Кăнтăрла 12 сехетрен пуçласа каçхине 18 сехетченех пĕр-пĕринпе улшăнса харăсах икĕ площадкăра Елчĕксем чуна тыткăнлакан юрă-кĕвĕпе савăнтарнă. Уява вырăнти çак коллективсем хутшăннă:

Патреккел халăх хорĕ, Çĕнĕ Пăвари «Илем» халăх ансамблĕ, Тỹскелĕнчи «Шуçăм» тата «Тускил», Кивĕ Эйпеçĕнчи «Хĕлхем», Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăнсем, Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Тарават» фольклор ушкăнĕ, Светлана Карамаликова ертсе пыракан «Вдохновение» ташă ушкăнĕ, искусство шкулĕн «Мерчен» ансамблĕ. Уйрăм юрăçсен — хамăр ентешсен концерчĕ те асра юлмалла иртнĕ. Мастер-классем те ĕçленĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code