Воскресенье, 12 июля, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи лайăххисен шутĕнче

Чи лайăххисен шутĕнче

Чăваш Ен нумай хваттерлĕ çуртсен техника лару-тăрăвне тĕпчессипе çыхăннă ĕçе йĕркелессипе Раççейри чи лайăх практикăсен шутĕнче пулнине палăртнă.

Çакăн çинчен Пĕтĕм Раççейри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх аталанăвĕн форумĕнче пĕлтернĕ. Сентябрĕн 17-20-мĕшĕсенче Мускавра иртнĕ форумра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх аталанăвĕн стратегине, нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсас ыйтусене сỹтсе явнă.

Аса илтерер: 2024 çул вĕçĕнче республикăн çуртсемпе сооруженисене техника енчен тĕпчекен центрне туса хунă. Бюджет учрежденийĕсен эксперчĕсем шăпах нумай хваттерлĕ çуртсене тĕрĕслеççĕ, вĕсемпе малалла усă курассине хаклаççĕ, пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсассине палăртаççĕ. Центра йĕркеленĕренпе учреждени 274 çурта тĕпченĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code