Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнчи 163-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Хуçалăх кĕрхи çĕртме сухи тăвассине округра чи малтан вĕçленĕ.

