Раççейри Сывлăх сыхлавĕн министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, çынсен 50 проценчĕ усал шыçăн аталанăвĕ 3-4-мĕш тапхăрсене çитсен тин хăй чирлине пĕлет. Çав вăхăтрах онкологи чирĕсен 90 процентне малтанах тупса палăртсан сиплеме пулать.

Паянхи кун рак профилактикин тĕп меслечĕ скрининг шутланать. Вăл онкологи чирĕн пуçламăшне тупса палăртма май парать. Мĕн-ха вăл скрининг? Ансатрах каласан, вăл сортировка процесĕ. Ăна сывă тата чирлĕ пулма пултаракан çынсене уйăрмалли ала теме пулать. Чăваш Республикинче 5 скрининг программи ĕçлет: кăкăр парĕн ракĕн, амалăх пымакĕн (шейка) ракĕн, калри курăнман юна тупса палăртассин, ПСА (простатăн спецификăллă антигенĕн шайĕ), ỹпкене пĕчĕк дозăллă компьютер томографийĕ туса тĕрĕслесси. Кăçал вĕсен çумне тепĕр программа хутшăнать: çăварти шыçăсен рак умĕнхи тата малтанхи формисен скринингĕ. Çăварти рак чирне чи пĕрремĕш тапхăрта асăрхама пулать — хăш чух çакăн валли хунарпа шпатель анчах кирлĕ. Анчах Чăваш Енри пациентсен 70 процентне яхăн тенĕ пекех тухтăр патне кая юлса пырать. Çак лару-тăрăва тỹрлетме хатĕрленĕ те ĕнтĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Республикăри онкологи диспансерĕ скринингăн çĕнĕ программине. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман онкологĕ, онкологи диспансерĕн хирурги пулăшăвĕпе ĕçлекен тĕп тухтăрăн çумĕ Сергей Алексеев Хулари стоматологи клиникин специалисчĕсемпе çăвар хăвăлĕн шыççисене биопси тăвас енĕпе мастер-класс ирттернĕ. Практика вĕрентĕвĕнче специалистсем диагностикăн тĕп енĕсене тишкернĕ, мануаллă хăнăхусене аса илнĕ, вĕреннĕ, ĕçри кăткăс клиника лару-тăрăвĕсене ĕçтешĕсемпе пĕрле сỹтсе явнă. «Чăваш Енре çулсерен çăвар ракĕн 100-е яхăн тĕслĕхĕ палăрать. Шел те, пациентсен виççĕмĕш пайĕ диагноз лартнă хыççăн пĕрремĕш çултах вилет. Пирĕн çак лару-тăрăва улăштармаллах», — палăртнă Сергей Владимирович.
Çак программăна пурнăçа кĕртессинче тĕп вырăн стоматологсене тивет, паллах. Ытларах чухне вĕсем патне пыраççĕ-çке çăварти улшăнусене курсан. «Эпир пациентсен сисчĕвлентерекен симптомĕсене чи малтан асăрхатпăр. Çак мастер-класра тумалли ĕçсен уçăмлă йĕркине алла илтĕмĕр: иккĕленỹллĕ улшăнусене мĕнле палăртасси, биопсине тĕрĕс илсе пациента вăхăтра онкодиспансера ярасси», — палăртнă «Центральная» поликлиникăн терапи стоматологийĕн уйрăмĕн заведующийĕ стоматолог-терапевт Нина Алексеева.
Анализ кăтартăвĕсем паллă пулнă хыççăн пациентсене «симĕс коридор» принципĕпе тăхтамасăр тỹрех онкологсем е пит-куç хирургĕсем патне ярĕç, çакă диагноз лартмалли тата сипленме пуçламалли вăхăта самай кĕскетĕ.
Асăнас пулать, скрининг программисене аталантарасси Чăваш Енре «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн шайĕнче иртет, унăн тĕллевĕ — тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлесе, онкологи чирĕсенчен вилессине чакарса çынсен пурнăç тăршшĕне ỹстересси.

