Инсульт чирĕ аслă çулсенчи çынсене пырса тивет тесе шутлама хăнăхнă эпир. Шел те, юлашки вăхăтра чир çамрăклансах пырать. Çамрăксене анчах мар, ачасене те ураран ỹкернĕ тĕслĕхсем пур. Çак хăрушă чир тата унран хỹтĕленме пулăшакан мелсем çинчен пире Елчĕк районĕн тĕп больницин терапевт тухтăрĕ Эльвира Юрьевна КУЗНЕЦОВА каласа парать:

— Тромб (хытă юн чăмакки) е татăлнă юн тымарĕнчи юн пуç миминчи юн куçăмне пăссан инсульт аталанать. Кислородпа глюкоза çитменнине пула пуç мимин клеткисем вилеççĕ, хускану, калаçу, ăс-тăн ĕçĕ пăсăлать.
Ишеми тата геммораги инсультне палăртаççĕ. Чирĕн пысăк пайĕ — ишеми инсульчĕ. Çакăн чухне тромб юн тымарне хупласа пуç мимин пĕр-пĕр пайне юн пырассине чарса лартать. Геммораги инсульчĕ сайрарах тĕл пулать: пуç миминче юн тымарĕ татăлсан. Иккĕшĕн те витĕмĕ пĕрех — нерв клеткисем патне юн пырса тăрасси пăсăлать. Пуç мимин пĕчĕк пайĕ анчах сиенленсен ал-ура вăйсăрланать. Мимен пысăк пайĕнче юн çаврăнăшĕ пăсăлсан шалкăм çапать, çын вилме те пултарать. Инсульт тỹссе ирттернĕ çынсенчен чылайăшĕн кĕлеткен пĕр енĕ кăштах е пĕтĕмпех хускалми пулать, калаçу тата тула тухассине контрольлесси пăсăлать. Ăс-тăн пултарулăхĕ те хавшать. Чирĕн малтанхи паллисене палăртас пулсан вăл систермесĕр тапăннине каламалла. Анчах темиçе минутранах апатсăр юлнă пуç мимин клеткисем вилнипе чир витĕмĕ палăрма пуçлать. Сиплеве май килнĕ таран иртерех пуçлани аптăранă çынна витĕмлĕрех пулăшу пама май парать. Çавăнпа та чир паллисене асăрхасан тỹрех «Васкавлă пулăшу» чĕнмелле. Инсульт паллисем вара çаксем:
— пуç çаврăнать, шайлашулăх тата хускану координацийĕ çухалать;
— калаçу пăтрашăнать;
— кĕлеткен пĕр енĕ çывăрса ларать, вăйсăрланать е шалкăм çапать;
— куçра тĕксĕмленет, япаласем иккĕллĕ е тĕтреллĕ курăнаççĕ;
— пуç хытă ыратма пуçлать.
Чир паллисем пуррине туйсан виçĕ хушуран тăракан тест ирттерĕр:
- Аптăранă çынна шăлĕсене кăтартса сарлакан кулма ыйтăр. Инсульт пулсан кулă улшăнать, илемсĕрленет, шăл йĕрнĕ е тутан пĕр енĕпе, чалăшшăн кулнă пек туйăнать.
- Куçĕсене хупса аллисене çỹлелле çĕклеме, çапла 10 çеккунт тытса тăма калăр. Инсульт чухне мышцăсем вăйсăрланаççĕ, вĕсене нумай вăхăт ĕçлесе тăрасси кăткăсланать. Пĕр алă пачах çĕкленменни те — инсульт палли.
- Малалла мĕнле те пулин предложени калама ыйтăр. Чирлĕ çын ыйтнине кирлĕ пек калаймасть, калаçăвĕ пăсăлнă пулсан — ку вăл инсульт палли.
Хушусене пурнăçлаймасан пĕр тăхтаса тăмасăрах «Васкавлă пулăшу» чĕнсе инсульт пулма пултарни пирки пĕлтермелле!
Калас пулать, вăхăтсăр чирсенчен нумайăшне асăрхаттарма пулать. Инсульт сăлтавĕсем чылай чухне пурнăç йĕркипе çыхăннă. Япăх витĕм кỹрекен пулăмсем çаксем:
— юн пусăмĕ пысăк пулни;холестерин шайĕ пысăкки;
— диабет;
— самăрлăх тата кĕлетке виçи ытлашши пулни;чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем;пирус туртни;
— наркотиксемпе усă курни;
— эрех-сăрапа иртĕхни.
Унсăр пуçне инсульт 55 çултан иртнисен тата çывăх тăванĕсем çак чире пула инкек тỹснисен тăтăшрах аталанать. 45-55 çулсене илес пулсан, çак ỹсĕмри арçынсем хĕрарăмсенчен 2 хут ытларах çак чирпе аптăраççĕ.
Сăлтавĕсем кăна мар, чире асăрхаттарасси те пурнăç йĕркипе çыхăннă. Профилактика — сывă пурнăç йĕрки. Ăна пăхăнасси пĕрре те йывăр мар. Хăвăрăн юн пусăмне пĕлмелле тата тĕрĕслесех тăмалла. Холестерин шайне виçере тытмалла. Пирус туртма хăнăхмалла мар, хăнăхнисен вара туртма пăрахмаллах. Апата тăвар сахалтарах хушса хатĕрлеме тăрăшмалла, тăварлă консервăсене, çурма фабрикатсене рациона кĕртменни аван. Пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах çимелле, сахăра, выльăх çăвĕсене — чакармалла е апатланăва кĕртмелле те мар. Эрех ĕçмелле мар, инсульт аталанас хăрушлăх эрех ĕçнĕ хыççăнхи малтанхи сехетсенче уйрăмах пысăк. Спортпа туслашăр. Утса уçăлса çỹрени е велосипедпа ярăнни чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем, çав шутра инсульт та, аталанас хăрушлăха чакарать. Кĕлетке виçине те шайра тытса пыма тăрăшмалла.
Инсульта тỹссе ирттернĕ çынсен организма май килнĕ таран иртерех çирĕплетме тытăнмалла. Пациент специалистсем пулăшнипе ларма, тăма, утма, хусканусем тума тытăнни хăвăртрах сывалса пырасси çине витĕм кỹрет. Инсультпа кĕрешнĕ чухне вăхăтра сипленнипе пĕрлех реабилитацин витĕмлĕ программисемпе те усă курни пĕлтерĕшлĕ.

