Елчĕкри тĕп вулавăшра комсомол, парти, вĕренỹ тытăмĕнче вăй хунă Олег Федорович Андреев çуралнăранпа 75 çул çитнĕ май асăну каçĕ иртрĕ.

Тĕрĕсрех каласан, сăмах Афалек Энтепе сăвăç çинчен ытларах пычĕ. Пуçтарăннисен умĕнче ăна хакланисем те — «Тăван Атăл» журнал редакторĕ Арсений Тарасов, Любовь Федоровăпа Василий Кервен поэтсем, Николай Алексеев журналист-çыравçă ентешĕмĕр çĕр çине поэт пулма килнине палăртрĕç. Унăн кашни сăвви хăйне евĕрлĕ тарăн шухăшлă, çут çанталăкри пĕтĕм япала, пулăм «чĕрĕлет». Вĕсене пурнăçпа, çынпа танлаштарура кăтартни уйрăмах витĕмлĕ пулса тухнă.
Олег Федорович, амăшĕ пекех, шкулта хими предметне вĕрентнĕ. Çулсем иртнĕ май вăл, тен, чаплă химик те пулма пултарнă. Ашшĕпе (вăл та педагог пулнă) амăшĕ ачисене сăпайлăхпа тирпейлĕхе мала хума, кĕнекепе туслă пулма, чăваш чĕлхине хисеплеме вĕрентнĕ. Çакна сăвăçăн Фаина йăмăкĕпе Александр шăллĕнчен пĕлтĕмĕр.
Афалек Энтепен хисеплĕ ят таврашĕ пулмасан та, вăл поэзин чи çỹлти пьедесталĕ çинче тăма тивĕçлĕ.
Ăш пиллĕ тĕл пулăва Кушкăри вăтам шкулта вĕренекенсем тата Энтепери клуб çумĕнчи Петр Макаров ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕ юрă-сăвăпа илемлетрĕç.
«Афалек Энтепе поэт ячĕ манăçмалла мар», — çапла пулчĕ мероприятин пĕтĕмлетĕвĕ.

