Туберкулез — тĕнчере анлă сарăлнă, аслисемпе пĕрлех ачасемпе çул çитмен çамрăксемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратакан инфекци чирĕ. Чир сăлтавĕсем туберкулез микобактерийĕсем (Mycobacterium tuberculosis) е, урăхла каласан, Кох патаккисем шутланаççĕ.

Туберкулеза пуçарса яраканĕ пĕчĕк çеç микроб, ăна микроскопсăр курма та çук. Çăра сурчăкра, шăкра тĕл пулать. Туберкулез микробĕсем питĕ чăтăмлă. Тусан ăшĕнче 3 уйăх таран, сурнă сурчăкра пĕр уйăх пурăнма пултăраççĕ. Вĕсем тăпрара, шывра, нỹрлĕ тата тĕттĕм пỹлĕмре çулталăкчен, урайĕнче, стена çинче 6 уйăхчен те вилмеççĕ. Сивве чăтаççĕ, 269 градус сивĕ те пĕтереймест. Хĕвел вара вĕсене 1-2 сехетре, ультрафиолет пайăркисем 5-6 сехетрех тĕп тăваççĕ. Вĕрекен шывра 5 минутра, хлораминра çийĕнчех вилеççĕ.
Туберкулезпа чирлĕ çынсемпе чĕр чунсем сыввисемшĕн чир çăл куçĕ пулса тăраççĕ, сывлăшпа апат-çимĕç урлă инфекци ертеççĕ. Чире ертме тата аталанма туберкулезăн пĕчĕк бактерийĕ те çителĕклĕ. Вăл çыннăн органĕсене хĕрхенсе тăмасть. Ỹпкене уйрăмах вăйлă сиенлет, çак орган инфекци кĕмелли «тĕп хапха» пулса тăрать. Унтан кăкăрăн лимфа тĕввисене куçать, кайран юн тăрăх пĕтĕм организма саланать. Ытларах шăмă системи, пỹре, ар органĕсем, куç, лимфа тĕввисем сиенленеççĕ. Чире çийĕнчех тупса палăртмасан, сиплеме пуçламасан туберкулез аталансах пырать, вăйланать. Ялан ỹсĕрекен çын та туберкулезпа чирлĕ пулма пултарать. Çавăнпа та хăвăр хушăрта 3 эрне пĕр чарăнмасăр ỹсĕрекене асăрхасанах ăна тухтăртан пулăшу ыйтма сĕнмелле.
Ỹпке туберкулезĕн пĕтĕмĕшле паллисем çаксем:
— 2-3 эрне е ытларах та ỹслĕк чарăнманни;
— кăкăр ыратни;
— кĕлетке виçи хăй тĕллĕн чакни;
— çăра сурчăкра юн тухни;
— каçсерен вăйлă тарлани;
— вăхăт-вăхăт сăлтавсăрах температура хăпарни;
— периферинчи лимфа тĕввисем пысăкланни;
— вăйсăр туйни, халсăрлăх.
Çак палăрăмсем пĕрмай пулмасса та пултараççĕ, вăхăтлăха çухалаççĕ, каярах, ỹт-пỹ е ăс-хакăл вăйĕпе ытларах ĕçлесен çĕнĕрен аталанма пултараççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн симптомсем йывăрлансах пыраççĕ, çав вăхăтрах вĕсене, ятарлă анализсем, тĕрĕслевсем ирттермесен, грипп, бронхит, пневмони , ОРВИ чирĕсем пек те йышăнма пулать.
Туберкулезран сывалма пулать. Анчах врач хушнине çирĕп пурнăçламалла.
Çак чирпе аптăрас мар тесен мĕн тумалла-ха? Организма сиенлекен пур фактортан та пăрăнмалла: эрехпе иртĕхмелле мар, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, тĕрĕс те тулли апатланмалла, санитарипе гигиена нормисене пăхăнмалла, ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле, организма çирĕплетмелле, пирус туртма пăрахмалла. Тусанлă, сывлăша уçăлтарман пỹлĕмре туберкулез инфекцийĕ хăвăрт сарăлать. Çавăнпа та пỹлĕме таса тытма тăрăшмалла, час-часах уçăлтармалла. Çулталăкра пĕр хут флюорографи витĕр тухмалла, чирлĕ çынпа пурăнакансен — кашни çур çултан. БЦЖ вакцинацийĕпе ревакцинацийĕн те усси пысăк.
Пирĕн çĕршывра 1952 çултанпа тин çуралнă ачасене туберкулезран сыхланмалли прививкăсем тăваççĕ. Прививка тунисем ыттисенчен 4-5 хут сахалтарах чирлеççĕ.
Людмила КАПЛАМОВА, фтизиатр тухтăр.

