Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăри пурăнакансемпе октябрĕн 21-мĕшĕнче (ытларикун) тỹрĕ лини ирттерет.

Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче регион ертỹçи граждансем телефонпа шăнкăравласа паракан, социаллă сетьсем урлă килекен ыйтусене хуравлĕ.
Ыйтусене патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă е «Контактра» социаллă сетьри «Чăваш Республики» ушкăнра маларах çырма юрать. Тỹрĕ лини кунĕнче трансляци чатне çырма е 8(8352)565-100 телефонпа шăнкăравлама майсем пулаççĕ.
Тỹрĕ линие Олег Николаевăн телеграм-каналĕнче, «Контактра» социаллă сетьри «Чăваш Республики» ушкăнра, çавăн пекех «Россия 24» телеканал эфирĕнче, «Радио России» радиостанци хумĕсем çинче трансляцилĕç.

