Вторник, 18 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ырăлăх акцийĕ

Ырăлăх акцийĕ

Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен «Добро в село» акци аякри ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе усă курмалли майсене ỹстерет.Тухтăрсем, медик волонтерсем ялсене тухса çỹресе профилактика тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ, пациентсене консультацисем параççĕ, пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентеççĕ, мастер-классем ирттереççĕ, сĕнỹ-канашсем параççĕ. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн «Сывлăх кашнийĕншĕн» регион программипе килĕшỹллĕн авăн уйăхĕн вĕçĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хулари 4 №-лĕ стоматологи поликлиникин стоматолог тухтăрĕсем, Республикăри обществăлла сывлăх тата медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕсем, вырăнти тухтăрсем пирĕн округри Вырăскасси ялне çитнĕ.

Елчĕкри тĕп больницăн мобильлĕ бригадинчи тухтăрсем — Ирина Васильева кардиолог, Мария Филиппова эндокринолог, Эльвира Кузнецова терапевт, Владимир Катайкин эндоскопист тата УЗИ тăвакан, Анастасия Осипова медицина профилактикин тухтăрĕ 60 ытла пациентăн, вĕсенчен чылайăшĕ диспансер учетĕнче тăраççĕ, сывлăхне тĕрĕсленĕ. Май пуррипе усă курса ял çыннисем грипран та прививка тутарнă.

Тĕп хуларан çитнĕ куçса çỹрекен стоматологи комплексĕн тухтăрĕсем вара — ача-пăча сиплевĕн тата профилактика уйрăмĕн ертỹçи Алевтина Григорьева, Станислав Сурков хирург стоматолог, Вадим Нимаков ортопед стоматолог, Ольга Жарена медицина сестри пациентсен шăлĕсене тишкернипе пĕрлех рак тата рак умĕнхи улшăнусене тупса палăртас тĕллевпе çăвар хăвăлĕн лаймака сийне тĕрĕсленĕ, тĕрлĕ енлĕ консультаци панă. Шăлсен тытăмĕ, вĕсен тасалăхне тытса пырассин йĕрки çинчен тĕплĕн ăнлантарнă.

Республикăри обществăлла сывлăх тата медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ Светлана Болодурина тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенткисем деменци чирне асăрхаттарасси, унăн пĕрремĕш паллисем çинчен каласа панă, ăс-тăн çивĕчлĕхне упрама пулăшма сĕнỹсем панă. Скандинави уттипе мастер-класс ирттерни, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалли, манекен çинче чĕрепе ỹпке реанимацине ирттермелли хăнăхусене кăтартни те ял çыннисемшĕн усăллă та, кăсăклă та пулнă.

Вырăскасси ялĕнчи ФАП заведующийĕ Юлия Ильина тата акцие хутшăннă мĕнпур пациент тухтăрсемпе волонтерсене тав туса инçетри ялсене тухса çỹресе сывлăха тĕрĕслени халăх сывлăхне упрассине чăннипех те пысăк тỹпе хывнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code