Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:
Эпир медицина ĕçченĕсене хăйсене те яланах куç умĕнче тытатпăр. Паллах, отрасльти ырă улшăнусем кăсăк та çынсене кирлĕ профессин илĕртỹлĕхне тата та ỹстереççĕ. Анчах ĕçĕн малтанхи, пуçламăш тапхăрĕнчи пулăшу-тĕрев тата та пĕлтерĕшлĕрех. Пĕлтĕр эпир пурăнма тивĕçлĕ майсем туса парассипе тата вĕсене транспортпа тивĕçтерессипе çыхăннă пулăшу памалли хушма мерăсем йышăнтăмăр. Ку ĕçе малашне те туса пырăпăр. Эпир йышăннă мерăсем Чăваш Енре пурăнакан специалистсене кăна мар, ытти регионсенчисене те илĕртеççĕ. Юлашки пилĕк çулта пирĕн пата 442 специалист килнĕ. Чăваш Ен Сывлăх сыхлав министерствин çак ĕçе медицина персоналне суйласа илмелли тата аталантармалли центр туса хурса тытăмлăн йĕркелесе пымалла тесе шутлатăп. Асăннă центрăн профессие маларах суйласа илессине, пĕлỹ парассине, специалистсене суйласа илессине, квалификацие ỹстерессине, çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлессине тата отрасле кадрсемпе тивĕçтермелли ытти ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлемелле.
Чăваш Патшалăх Канашне 2025 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче янă Çыруран.

Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерессине, квалификациллĕ кадрсемпе ĕçлессине малти вырăна хуракан «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, Елчĕк районĕн тĕп больници авăн уйăхĕнче çĕнĕ специалистсемпе — виçĕ тухтăрпа тата медицина сестрипе пуянланчĕ. Калас пулать, районти тĕп больница çĕнĕ кадрсене явăçтарас тĕллевпе кашни çулах абитуриентсемпе тĕллевлĕ килĕшỹсем тăвать. Хальхинче те 3 çамрăк специалист — Мария Филиппова эндокринолог тухтăр, Эмилия Петухова терапевт тухтăр, София Краснова медицина сестри — аслă шкулта тата колледжра медицина учрежденийĕн тĕллевлĕ направленийĕпе пĕлỹ илсе ĕçе пуçăннă. Мария Пыркина участокри терапевт тухтăр вара «Земство тухтăрĕ» программăпа ĕçе вырнаçнă. Больницăн çĕнĕ ĕçченĕсене ĕç биографийĕ пуçланнă ятпа Алина Васильева тĕп тухтăр саламланă. «Хамăр хушăра çынсен сывлăхне сыхлас пархатарлă ĕçе парăнма хатĕр çамрăксене курма эпир питĕ хавас. Эсир те тухтăрсем ăруран ăрăва хывнă çирĕп традицисене ăша хывса вĕсен тивĕçлĕ еткерçисем пуласса шансах тăратпăр. Сире профессире ăнăçу та çитĕнỹсем, квалификацине пĕрмай ỹстерессишĕн, сиплевĕн çĕнĕрен çĕнĕ меслечĕсене алла илме ăнтăлассишĕн тăрăшма сунатăп. Медицина сирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ мисси вырăнĕнче пултăр, кулленхи ĕç-хĕл вара савăнăç кỹтĕр» — тенĕ вăл пурнăçĕсене яваплă ĕçпе çыхăнтарнăскерсене.

