Шалти ĕçсен министерствин районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн 2025 çулхи 9 уйăхри ĕçне пĕтĕмлетнĕ.
Палăртнă тапхăрта округра преступленисем тăвасси 26,2 процент чакнă е иртнĕ çул 61 тĕслĕх пулнă пулсан, кăçал — 45. Вĕсенчен 32-шне тишкерессине вĕçленĕ. Регистрациленĕ преступленисем пирки цифрăсем çакна калаççĕ: йывăрах маррисен шучĕ 45,7 процент чакнă, уйрăмах йывăррисем пулман, йывăр преступлени (166,7 процент) тата вăтам йывăр преступлени (9,1 процент) хисепĕ ỹснĕ. Асăннă ĕçсене пĕтĕмĕшле уçса парассин проценчĕ 68,1 процентпа танлашать, пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтарту — 92,6 процент. Çав вăхăтрах палăртса хăвармалла: ỹсĕрле саккуна хирĕçле йывăр ĕç туни 72,7 процент чакнă. Çула çитмен ачасем пирки илес пулсан, ку тĕлĕшпе лару-тăру тивĕçлĕ шайра.
Полици пайĕн ĕçченĕсем халăх хушшинче профилактика мероприятийĕсем йĕркелессине те мала хураççĕ. Мошенниксем харсăрланнăран, ку енĕпе уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Калаçусем тăтăшах ирттернисĕр пуçне пакунлисем округ хаçатĕнче статьясем пичетлеççĕ, социаллă тетелсенче тивĕçлĕ информацисем, вĕренỹпе культура учрежденийĕсенче, предприятисемпе организацисенче тата ытти обществăлла вырăнта листовкăсем вырнаçтараççĕ. Ултавçăсенчен сыхланас ыйтăва телевизорпа та час-часах кăтартаççĕ. Çакă çынсене куллен калаçтаракан тема пулса тăчĕ тесен те тĕрĕсех. Апла пулин те, асăрханулăх пирки хăшĕ-пĕри пурпĕрех манать: отчетлă тапхăрта 10 (14) çын шулĕксенчен хур курнă.
Пирĕн тăрăхра «наркотик», «наркомани» сăмахсен витĕмĕ çивĕч мар темелле. Иртнĕ 9 уйăхра ку тĕлĕшпе пĕр преступлени те пулман. Учетра маларах наркотикпа «ĕçлесе» преступлени тунисем — çиччĕн. Полици ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар. Преступленисен çулне пỹлес, тунă преступленисене уçса парас тĕллевпе кăнтăрла та, çĕрле те тĕрлĕ вырăна çитме тивет вĕсен. Округри полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, çул çỹрев йĕркине пăхăнассине тивĕçтерес, терроризма, коррупцие, ытти сиенлĕ пулăмсене хирĕç тивĕçлипе кĕрешес тата ытти тĕллевпе ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ.
Ĕçри тĕп тĕллев — тỹрĕ çултан пăрăнса йĕркене пăсассине асăрхаттарасси. Çавна май профилактика мероприятийĕсем йĕркелесси, рейдсемпе операцисем, акцисем ирттереси йăлара. Кунта полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсемпе тата полицин ытти службисен ĕçченĕсемпе пĕрле округри дружинниксен тỹпи пысăк. Паллă ĕнтĕ, йĕрке хуралĕнче тăрăшакансем (Раççей Федерацийĕн прокуратура тата следстви комитечĕн, суд ĕçченĕсен, суд приставĕсен сотрудникĕсем) пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени хăйĕн уссине парать, çавна май йĕрке хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕ тивĕçлĕ шайра пурнăçланать.

