Çар çынни, уйрăмах кадрти офицер пуласси, пĕр уйăхра çуралакан шухăш-ĕмĕт мар — çулсем иртнĕ майăн çирĕпленсе пыракан тĕллев. Сахал мар тапхăр хăвна вăй-хал, кăмăл-туйăм тĕлĕшĕнчен хатĕрлени те.

Çуткỹл ялĕнчи 23 çул каялла çут тĕнчене килнĕ Иван Лакачов каланă тăрăх, çар офицерĕ пулас ĕмĕчĕ унăн вăтам классенче вĕреннĕ чухне çуралнă. Кунта, тен, истори предметне вĕрентекен, спортпа туслă ашшĕн, Алексей Витальевичăн, тĕслĕхĕ те витĕм кỹнĕ.
Курнавăшри вăтам шкула пĕтерсен 2020 çулта Иван Лакачов Мускаври пĕтĕмĕшле аслă çар командин училищин курсанчĕ пулса тăрать, икĕ хутчен Хĕрлĕ площадьре Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада хутшăнса ятарлă медале тивĕçет. Асăннă вĕренỹ заведенийĕнче Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă Николай Петров, Степан Демьянов тата ыттисем те вĕреннĕ, халĕ пĕлỹ илекенсем те пур.
Виçĕ уйăх резерв батальонĕнче пулнă хыççăн Елчĕк каччишĕн СВО биографийĕ пуçланать: 2024 çулхи мартăн 6-мĕшĕ. Хальтерех кăна «пиçсе» тухнă çамрăк офицер малтанхи 9 уйăхра 33-мĕш мотострелковăй полкри 3-мĕш мотострелковăй ротăн взвод командирĕ. Унтан вара паянхи кунчченех рота командирĕ. Пĕрремĕш çапăçу Донецк облаçĕнчи Ильинка ялĕшĕн пулнă. Шурлăхлă вырăнта вырнаçнă ял икĕ урамран тăрать, апла пулин те кашнин тăршшĕ 2 çухрăм. Вĕсен роти «Южная», тепри «Северная» урамсене ярса илнĕ. Чăваш ачи тăшманăн çирĕплетнĕ позицисенчен питĕ тĕлĕннĕ: кашни çурта хăйне кура дзота çавăрнă. Çавна май çăмăл пулман нацистсене тĕп тума. Хăйсем çавăнти пушă çуртсенче, вĕсенчи путвалсенче «пурăннă» пулсан, каярахпа блиндажсем хута яма май çитернĕ.
Пирĕн ентеш ротинче пурте тенĕ пек контрактниксем.
— Чăвашсем иккĕн çеç эпир, — йышпа паллаштарма кăмăл турĕ Иван Алексеевич, — вăл та пулин чăвашла пĕлмест. Хула ачи, Шупашкартан, çавăнпа тăван чĕлхепе калаçса йăпанма çук. Ротăна «интернационал команди» тесшĕн эпĕ. Кунта Шри-Ланкаран, Иракран, Египетран, Нигерирен, Китайран килнĕ салтаксем те пур. Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенчен килнисем те. Колумбиецсем питĕ опытлă, пурте наркомафие хирĕç çапăçнисем. Ютран килнĕ хỹтĕлевçĕсем вырăсла та аванах сăмахлама пуçларĕç ĕнтĕ.
Ăçта мĕнле пулĕ, мотострелоксен полкне салтаксене тĕплĕ хатĕрленỹ хыççăн кăна илеççĕ. Вĕсемпе СВОра пиçĕхнĕ инструкторсем е вырăнти подразделенири опытлă çар çыннисем ĕçлеççĕ. Ку ĕçе Лакачов лейтенант хăй те хутшăннă. Хĕсмете килекене тумтирпе, хĕç-пăшалпа туллин тивĕçтерни те паха. Çапăçусене кĕриччен «çĕнĕ» салтаксен зачет парас пулать: автоматпа е пулеметпа тĕрлĕ позицирен пересси, карттăпа е компаспа усă курасси, 25 минутра окоп чавса хатĕрлесси, ушкăнпа задание çỹресси, марш-бросок…
— Окоп чавас вырăнне туратсенчен те хỹтлĕх тума пулать, — ăнлантарать командир, — анчах сана тăшман тепловизорпа тỹрех асăрхама пултарать, снаряд лекес хăрушлăх та пысăк. Çавăнпа та «Санăн пурнăçу — хăвăн аллунта», — тетĕп ун пек чухне салтаксене.
«Орел» хушма ятлă офицертан пĕр-пĕр пулăм пирки каласа пама ыйтсан:
— О-о! Унти кашни кунхи ĕç-пуç хăйне кура истори, -терĕ вăл. — Вĕçне тухас çук.
Пĕрин çинче чарăнса тăтăмăрах вара.
— «Шевченко первое» ялĕнче «ĕçленĕ» хыççăн манăн тыла канма каймаллаччĕ. Çав самантра раципе «Тимур» позывнойлă салтак хăй йывăр аманни пирки пĕлтерчĕ. Пирĕн хушă — 1 километр. Медиксене чĕнсе илес, вĕсем тата аякра, 2 сехетрен çеç çитееççĕ унта. Вырăна лайăх пĕлнĕрен хамах çула тухрăм. Кăнтăрла. Посадка таврашĕ çук. Малалла чупнă май дронсен виçĕ атакинчен хăтăлма пултартăм. Çитрĕм. Ỹпкине шăтарнă, уринчен амантнă. Май пур таран пĕрремĕш медпулăшу патăм та аллинчен çавăрса тытса хистесех уттаратăп. Кашни минут хаклă. Малтанхи вырăна çитсен «Эдик» колумбиец медбрат пулăшу пачĕ. Вара мотоциклпа хамах санчаçе çитерсе вырнаçтартăм.
Мотострелоксем Успеновка, Яблоновка ялĕсене, Тарасовка районне ирĕке кăларнă, халĕ — Малиновка çывăхĕнче.
Рота командирне шанса панă çар коллективне ăнăçлă ертсе пынăшăн тата çапăçусенче палăрнăшăн II степень «Çарти паттăрлăхшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсемпе наградăланă.
Калаçу гуманитари пулăшăвĕн теми çине куçсан: «Вăт, çавăн çинчен çырăр-ха!» — хăйĕн пирки сăмаха айккине пăрас тени пулчĕ-и, питĕ хавасланчĕ салтак.
Çуткỹл ачи тăракан подразделение ыр кăмăллăх тиевĕпе Тутар, Калмăк республикисенчен, Волгоград облаçĕнчен тỹрех виçĕ ушкăн килнĕ. Хăйсен заказĕпе çывăхри Мариупольтен те пулнă. Хамăр регионтан — «ZOV Яльчики» (ертỹçисем — Юрий Кузнецовпа Николай Муллин), Шупашкарти «Катюша-21», Кỹкеçри «Своя Катюша» волонтерсен ушкăнĕсем пĕрлехи вăйпа апат-çимĕç, тĕрлĕ япала илсе пырасси те çирĕпленнĕ йăла. Иван Алексеевич хаçат урлă вĕсене тав тума ыйтрĕ.
Офицерăн ашшĕпе амăшĕ — Алексей Витальевичпа Леонилла Витальевна та пулăшу ĕçĕнче чи хастаррисен ретĕнче. Кĕр мăнтăрĕпе хỹтĕлевçĕсем патне çĕр улмипе ытти пахча çимĕç чылай парса янă. Çемье пуçĕ уйăхсерен хăйĕн ĕç укçинчен пĕр пайне çỹлерех палăртнă виçĕ ушкăна укçа-тенкĕ куçарса тăнине те пĕлетпĕр. Вăл Комсомольски округĕнчи Нĕркеç шкулĕнчи ĕçтешĕпе Владимир Вороновпа тачă çыхăнура. Юлташĕ «Надежный тыл» ушкăн йĕркеленĕ май, ыркăмăллăх акцийĕсенче пĕрле нумай ĕç туса ирттереççĕ.
Лакачовсем чăннипех харсăр. Хуçалăхра вите тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: ĕне, пăру, 4 вăкăр, чăх-чĕп. Нумай çул Вырăскассинчи «Шанăç» халăх фольклор ушкăнне юрлама çỹреççĕ. Çемье те пĕчĕк мар вĕсен. Светлана хĕрĕ Канашри полици пайĕнче инспекторта ĕçлет, кĕçĕн лейтенант. Савелий — Курнавăш шкулĕн 8-мĕш класс вĕренекенĕ.
«Орел» вара вĕсене, пире, Тăван çĕршыва хỹтĕлет. Юрий Кашкăр юрăç-композиторăн хайлавĕнчи йĕркесем ăна тивĕçнĕн янраççĕ:
…Çăхан пек пулман нихçан аялта,
Çỹлте вĕçнĕ ăмăрткайăк пулса.
Ялан çапла пултăр, лейтенант юлташ!
Николай МАЛЫШКИН.
Çуткỹл ялĕ.

