Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчи 193-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» физкультурăпа спорт çурчĕн воспитанникĕ — Евгений Владимирович АБРАМОВ (тренер-преподавателĕ — С.В.Александров) ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вăл нацисен кĕрешĕвĕсен Пĕтĕм тĕнчери II вăййисенче (100 килограма çитичченхи виçере чăваш наци кĕрешĕвĕ енĕпе) çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.

