Понедельник, 14 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Налуксене вăхăтлă тỹлер

Налуксене вăхăтлă тỹлер

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухнă, пурнăçламалли тĕллевсене палăртнă.

Чи малтанах округ администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ — йĕркелỹпе тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн ертỹçи Татьяна Филимонова округ шайĕнче эрне хушшинче иртекен пĕлтерĕшлĕ мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ.

Округ пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх, çĕр хутшăнăвĕсен тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн пайĕн начальникĕ Марина Павлова округăн январь-сентябрь уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн, финанс пайĕн ертỹçи Ирина Теллина округăн çав тапхăрти бюджечĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕç. Кăçалхи 9 уйăхри кăтартусем тăрăх пĕчĕк предприятисем хатĕрлесе сутнă таварсен, пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ 1850 миллион тенкĕпе (иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 111 процент) танлашнă. Округ бюджечĕн кăçалхи 9 уйăхри тупăшĕ 532,1 миллион тенкĕпе танлашнă (планпа палăртнин 72,4 проценчĕ). Бюджет тăкакĕсем — 574,0 миллион тенкĕ (69,7 процент). ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Надежда Баймушкина хăй ертсе пыракан пайăн 3 кварталти ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Округ пуçлăхĕн çумĕ — округ администрацийĕн территорисене тирпей-илем кĕртес тата аталантарас енĕпе ĕçлекен управленин начальникĕ Алина Смирнова çул-йĕр ĕçĕсене мĕнле пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ пĕтĕмĕшле усă куракан автомобиль çулĕсене юсама пурĕ 40,2 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутран республика бюджетĕнчен — 38,1 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран — 2 миллион тенкĕ. Çулсене тытса тăма 27,6 миллион тенкĕ уйăрнă, çав шутра республика бюджетĕнчен — 26,2 миллион, вырăнти бюджетран — 1,4 миллион тенкĕ.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те пăхса тухрĕç. Хальхи вăхăтра пурлăх, транспорт тата çĕр налукĕсене тỹлес тапхăр пырать. Вĕсене декабрĕн 1-мĕшĕччен тỹлесе ĕлкĕрмелле. Налук парăмĕсем пирки халăх конвертпа çырусем илет, çавăн пекех хыпар хуçисем патне патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕн, налук тỹлекенĕн уйрăм кабинечĕсене килет. Налукпа маларах асăннă кабинетсем тата почта урлă татăлма пулать. Кашни çынах хăйĕн парăмĕ пуррине е çуккине территори пайĕсен администрацийĕсене çитсе те пĕлме пултарать.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code