Воскресенье, 18 января, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ыйтусем — ертỹçĕ контролĕнче

Ыйтусем — ертỹçĕ контролĕнче

Ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе тỹрĕ лини ирттерчĕ. Трансляцие «Россия 24» (Чăваш Ен ПТРК) телеканалпа курма е Раççей радиовĕн хумĕсем (88.1 FM) çинче итлеме пулчĕ. Трансляци социаллă тетелсенче те пычĕ.

Регион пуçлăхĕ 2 сехет хушшинче 25 тĕп темăна (коммуналлă сфера, çул-йĕр, хăтлăх, медицина, вĕрентỹ, транспорт ыйтăвĕсем…) сỹтсе яврĕ, 50 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ. Маларах тата тỹрĕ эфир вăхăтĕнче пурĕ 800 ытла ыйту килнĕ. Вĕсене Олег Алексеевич хăй контрольте тытассине пĕлтерчĕ.

Эфир пуçламăшĕнчех ятарлă çар операцийĕн теми тухрĕ. СВОна хутшăнакансене тата ветерансене патшалăх енчен тимлĕх пысăк. Тỹрĕ линире суранланнисене мĕнле пулăшу пуррипе кăсăкланакан пулчĕ. Олег Николаев çапла хуравларĕ:

— СВОра суран илнисене укçан пулăшу парĕç. Çак тỹлеве илме заявленисене ноябрь уйăхĕнчен йышăнма тытăнĕç. Хальхи вăхăтра Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви пулăшу мерине йĕркелессипе ĕçлет.

Муркаш тăрăхĕнчи Людмила Гавриловна вутăпа тивĕçтерес ыйтăва çĕклерĕ, мĕншĕн тесен унăн икĕ мăнукĕ ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. «Сире хĕл каçмалăх вутăпа тивĕçтерĕçех», — телефонпа çыхăнăва тухнă кинемине шантарчĕ Олег Николаев.

Çĕр ыйтăвĕ пирĕн пурнăçра чи актуаллисенчен пĕри пулса тăчĕ темелле. Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕпе тивĕçтересси мĕнлерех-ши?

Чăваш Ен Пуçлăхĕн шухăшĕпе, пурне те çĕр участокĕпе тивĕçтерме çуках, çавăнпа икĕ çул каялла регионта çĕр вырăнне 250 пин тенкĕ пама йышăннă. Çак тỹлеве парас ĕç тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçланать. Пирваях пурăнмалли çурт-йĕр тĕлĕшĕнчен йывăрлăх тỹсекен çемьесене пулăшаççĕ. Тỹлеве паянхи кун тĕлне 900 ытла çемье илни паллă.

Тăвай округĕнчи Енĕш Нăрвашран калаçăва тухнă хĕрарăм Интернет хăвăртлăхĕн ыйтăвне «Ниме — халăх бюджечĕ» программăна хутшăнса татса пама сĕнесшĕн. Пуçару бюджетĕнче кунашкал проект халĕччен пулманнине палăртнă май, Олег Николаев ыйтăва пурнăçа кĕртме май пуррине каларĕ.

«Ял ипотеки» программа манăçма та пуçланăччĕ пулĕ ĕнтĕ. Халĕ вăл çĕнĕрен старт илнĕ, банксем ялсенче çурт-йĕр çавăракансемпе ĕçлеме пуçланă…

Тỹрĕ линире янранă тата эфира тухман ыйтусене татса парассипе республикăри ведомствăсемпе муниципалитетсем те ĕçлĕç.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code