Иртнĕ уйăхсенче Елчĕк пасарĕн территорийĕнче ялсенче пурăнакан уйрăм çынсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче çитĕнтернĕ ял хуçалăх продукцийĕсене сутмалли ятарлă площадка хута кайнине нумайăшĕ лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен вăл аякранах илемлĕн курăнса ларать те, унта кĕрсе курма кăчăк туртнăнах туйăнать.
Вăл шăпах кĕр мăнтăрĕнче — сентябрь уйăхĕнче хута кайрĕ. Çавăнтанпа кашни шăматкун Елчĕкре пулса иртекен шавлă пасарта ял çыннисем кунта хăйсен килти хушма хуçалăхĕсенче туса илнĕ тĕрлĕрен продуктсемпе суту-илỹ тунине курма пулать.
— Малтанхи вăхăтра автомобильсем пĕр вĕçĕмсĕр хĕвĕшекен çул хĕрринче анчах хĕсĕнкелесе тăраттăмăр пулсан, халĕ мĕнпур енчен хỹтлĕх кỹнĕ прилавоксем хушшинче суту-илỹ тăватпăр: çурăма çил вĕрмест, пуçа çумăр лекмест. Тата: мĕнпур тавар сĕтел çинче — çын куçĕ умĕнче. Унччен вĕсене хулăн хут е çатăрка сарса çĕр çинех вырнаçтарма тиветчĕ. Кашни çын килĕнчен сĕтел турттарса килеймен, паллах. Пире килте туса илнĕ апат-çимĕçе пасарта сутма хăтлă суту-илỹ вырăнĕсем туса панăшăн округ ертỹлĕхне чун-чĕререн тав тунине пĕлтеретпĕр. Вырăн укçине илменни те савăнтарать, — терĕç кашни пасарта экологи тĕлĕшĕнчен таса апатсемпе — юр-вар продукчĕсемпе пĕçернĕ кăмпа тата ытти продуктсене сутакан Лариса Казначеевăпа (Вăрăмхăва) Людмила Орлова (Каркалар). Ытти сутуçăсем те çак шухăшах пĕлтерчĕç.
…Чăнах та, кунта суту-илỹ речĕсем умĕпе утса иртме кăмăллă, сăрăрах тĕспе сăрласа сăн кĕртнĕ прилавоксем аякранах куçа курăнаççĕ, территорие асфальт сарнă, çутă та пур. Пасара ятарласа килти хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕç продукчĕсене туянма тухнă пĕр арçын юлташĕпе калаçса тăни хăлхана пырса кĕчĕ:
— Паянхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен çак площадкăна кĕске вăхăт хушшинче хута яма пултарни тата ку чухне мĕнле укçа-тенкĕпе усă курни тĕлĕнтерет мана. Паллă, тăкакĕ сахалах мар пулнă, — терĕ вăл. Округра пурăнакан ытти çынсене те çак ыйту кăсăклантарма пултарĕ. Пурте пĕлччĕр: 2024 çулта агропромышленность комплексĕпе вырăнта тавар туса кăларакансем апат-çимĕç продукцийĕсене туса илессине анлăлатнин тата ỹстернин кăтартăвĕсене пăхса тухнă хыççăн Елчĕк муниципалитет округĕ призлă вырăн йышăнса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн 7,5 миллион тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Район ертỹлĕхĕ çак укçа-тенке округра пурăнакансен ырлăхĕшĕн, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас ĕçре усă курма тăрăшнă та.
Светлана АРХИПОВА.

