Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Победа» ООО — чи малтисенчен пĕри

«Победа» ООО — чи малтисенчен пĕри

Чăваш Енре «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессин технологийĕ» наци проекчĕ пурнăçа кĕнин çимĕçĕсем куç умĕнче.

Малтанхи тапхăрти 9 уйăхра регионти пысăк тата вăтам ял хуçалăх организацийĕсенче пĕр ĕнерен сĕт сăвасси, 2024 çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 6,2 процент чухлĕ ỹснĕ. Çак тапхăрта кашни ĕнерен вăтамран 6438 килограмм сĕт сунă. Хальхи вăхăтри кулленхи вăтам сăвăм 18 килогрампа танлашать. Хăш-пĕр предприятисен кăтартăвĕсем тата пысăкрах. Пирĕн муниципалитет округĕнчи «Победа» ОООра отчетлă тапхăрта куллен кашни ĕнерен 30 килограмм ытла сĕт сунă. Çапла майпа ял хуçалăх предприятийĕ республика шайĕнче сĕт туса илессипе сарăлнă ăмăртура чи малтисенчен пĕри пулса тăнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code