юратаççĕ Елчĕк тăрăхĕнче. Елчĕкри ФОКра Н.В.Петрова асăнса йĕркеленĕ турнир çавна çирĕплетнĕ те.
Шкулсен тата территори пайĕсен 111 спортсменĕ хутшăнма кăмăл тунă унта. Вĕсен пысăк йышĕ «Елчĕк çамрăкĕсем» фонд уйăрнă хаклă призсене тивĕçнĕ. Ỹсĕмсене шута илсе шкулсенчен 1-мĕш вырăнсене Патреккелсем, Елчĕксем, Кушкăсем йышăннă. Территори пайĕсен командисем протокола çак йĕркепе çырăннă: Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль. Турнирăн чи çамрăк вăйăçине Кирилл Гаврушова (9 çулта) тата çулпа чи аслă Василий Уразгильдина (84 çулта) ятарлă парнесемпе хавхалантарнă.

