Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан В.А.Николаевăн 2025 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчи 204-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Сатурн» ЯХПК тата «АСК-Яльчики» ООО ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ. Вĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен чи пысăк тухăç илнĕ — 1 гектар пуçне — 61,2 центнер.

