Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ăратлă выльăх туянса тỹснĕ тăкакăн пĕр пайне саплаштармалли субсиди илме заявка тăратма ыйтать.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен, уйрăм предпринимательсенчен ăна ноябрĕн 23-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Выльăх миçе килограмм тайнине шута илсе кашни пуç мăйракаллă шултăра çамрăк выльăхшăн — 21 пин тенкĕрен пуçласа 54,9 пин тенкĕ, сыснашăн — 7 пин тенкĕ, мăйракаллă вĕтĕ выльăхшăн — 3,8 пин тенкĕ, лашашăн 2,9 пин тенкĕ таран параççĕ. Ăратлă выльăх (ку хисепе ăратлă çамрăк выльăх кĕмест) туянма вара субсиди кашни килограмм пуçне 95 тенкĕ илме пулать.

