Пятница, 11 сентября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçа илем кỹрекенсем…

Пурнăçа илем кỹрекенсем…

Çынсем юбилейсене паллă туни ял ватăлса пынине пĕлтерекен пулăм пек туйăнать. Ку çулта Аслă Пăла Тимеш ялĕнче тăхăр çын 70 çулхи юбилейĕсене уявлать. Вĕсенчен пĕри — Вячеслав Овчинников. 1955 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче Анатолий Александровичпа Мария Петровна Овчинниковсен çемйинче пĕрремĕш ывăл ача — Витя кун çути курнă. Ун хыççăн тата 4 хĕрпе тепĕр ывăл çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ пĕр канăçа пĕлмесĕр «Победа» хуçалăхра ĕçленĕ. Йышлă çемьене пурăнма услови туса парас тесе кирпĕчрен çурт хăпартса лартма мехел çитернĕ. Асли пулнă май, ĕç Витя çине ытларах тиеннĕ. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçласси, кĕçĕннисене пăхса тăрасси — унăн тивĕçĕ пулнă. Пĕрин хыççăн тепри ачасем ялти шкула çỹреме пуçланă. Тăрăшса вĕреннипе пĕрлех, ĕç патне çыпăçса пынă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче колхоз хирĕнче тăрăшнă. Шкула çỹреме тумтир, тетрадь, ручкă илме кăшт та пулин укçа тăвас ĕмĕтпе пурăннă. Ял ачисем асли çĕтеймен тумтире кĕçĕнни тăхăнни йăлара пулнă. Вăтам шкул пĕтерсен Витя Канашри ДОСААФ шкулĕнче водитель правине алла илнĕ. Часах çара кайма ят тухнă. Чăваш ачи Украина çĕрĕ çине лекнĕ, авиаци чаçĕнче салтак тивĕçĕсене пурнăçланă. Çартан таврăнсанах çамрăк каччăна хуçалăх ертỹçисем машина шанса панă. Руль тытса çỹренĕ çулсенче хăйĕн пулас мăшăрĕпе паллашнă. Тин кăна медицина училищине пĕтерсе медсестра дипломне алла илнĕ Кивĕ Арланкасси хĕрĕ Александра Павлова Аслă Пăла Тимешри участокри больницăна ĕçе çỹренĕ. Çула май чухне ытарайми хитре хĕре каччă чарса лартма тăрăшнă. Майĕпен икĕ çамрăк чĕрене юрату вучĕ хыпса илнĕ. Икĕ çул хушши тĕл пулса тăрса, пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине туйса, 1978 çулхи январь уйăхĕнче, Витя хĕре мăшăр тума вăрласа килет. Шавлă туй-çуй кĕрлеттереççĕ Аслă Пăла Тимешсемпе Арланкассисем. Мăшăр тĕп çуртрах пурăнать. Кĕр енне çемье тĕрекленет: кĕтнĕ ывăл — Саша — çуралать. Витя, ĕçленĕ хушăрах, куçăмсăр майпа Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерет.

1980 çулта ялта çĕнĕ урам уçма çĕр уйăрса параççĕ. Тăрăшуллă мăшăра, аслă ывăлăн уйрăлса тухмаллине ăнланса, çурт вырăнĕ параççĕ. Пус çумне пус хушса, Овчинниковсем хуралтăсемпе пĕчĕк пỹрт туса хураççĕ. Хыççăн пысăк пỹрте купаласа лартаççĕ. Икĕ çулта пурăнма кĕреççĕ. Çĕнĕ çурта çĕнĕ кайăк вĕçсе кĕрет: 1983 çулта Светлана çуралать. Кил-çурт телейпе, савăнăçпа тулса ларать.

1997 çулта опытлă медицина сестрине васкавлă пулăшу уйрăмне куçараççĕ. 21 çул тăрăшать çак канăçсăр ĕçре вĕри чĕреллĕ хĕрарăм. Миçе çынна вилĕмрен хăтарнă, миçе çынна пурнăç парнеленĕ вăл çак çулсенче? Аса илсе калаçнă чух халĕ те хумханнине пытараймасть ырă çыннăмăр. Коронавирус алхаснă тапхăрта чир упăшкине те ураран ỹкерет: ỹпки 90 процент таран сиенленнĕ, çапах та тухтăрсен, çывăх çыннисен тимлĕхĕпе усал чире çĕнтерме пултарнах.

2006 çулта мăшăрĕ те, Вячеслав Анатольевич, васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлеме тытăнать. 15 çул иртсе кайнине те сиссе юлаймасть. Çемье подрячĕ пулса тăраççĕ вĕсем. Иккĕшĕ те çак ĕçренех тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» пулса тăнă. Хисеп, Тав хучĕсен шучĕ те çук.

Овчинниковсем ывăлпа хĕрне те тивĕçлĕ воспитани панă. Хăйсем пекех ĕçе юратма, таса чунлă пулма, çынна пулăшма хăнăхтарнă. Саша экономиста вĕреннĕ, çемьеллĕ, вĕсен 2 ывăл ỹсет. Светлана администратор пулса ĕçлет, мăшăрĕпе хĕр ача çитĕнтереççĕ.

Кил-хуçалăхра пысăк ĕçсене тума ашшĕ-амăшĕ патне кану кунĕсенче килсех çỹреççĕ, мăнуксене те ĕçе хăнăхтараççĕ. Овчинниковсем «Ялти чи лайăх хуçалăх» ята тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсен çу кунĕсенче пахчи, çурт умĕсем хитре чечексем ăшне путаççĕ.

Тивĕçлĕ канăва тухнă мăшăр алă усса лармасть: выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп усрать, пахча çимĕç, улма-çырла ỹстерет. Кỹршĕри, ялти ватă тăванĕсен кил-çурчĕсене тирпей-илем тума та вăхăт тупаççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан çар çыннисене пулăшас ĕçе те хастар хутшăнаççĕ, субботниксенче активлăх кăтартаççĕ.

«Çĕр çине çынна ырă тума килнĕ», — текен мăшăрсем çаксем пулаççĕ те ĕнтĕ.

Зинаида ПОРТНОВА,
ветерансен канашĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code