Четверг, 13 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Пысăк тимлĕх кирлĕ

Пысăк тимлĕх кирлĕ

Çулсерен çĕр чăмăрĕ çинче 15 миллиона яхăн ача вăхăтсăр çуралать. Кашни çулах ноябрĕн 17-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчери вăхăтсăр çуралнă ачасен кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — вăхăтсăр ача çуралма пултарасси пирки пĕлỹлĕхе ỹстересси, вăхăтсăр çуралнă ачаллă çемьесен, ача сывлăхĕн ыйтăвĕсем çине тимлĕх уйăрасси.

Вăхăтсăр çуралнă пепкене сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнчен киле кăларнă хыççăн ашшĕ-амăшĕн мĕне тĕпе хумалла-ха? Çакна Елчĕкри тĕп больницăн педиатр тухтăрĕ Наталия Кускова уçăмлатать:

— Ачан пỹлĕмĕнче уншăн хăтлă сывлăш температури пултăр — 24 градуса яхăн ăшă, нỹрĕк 50 процента яхăн. Çакăн валли ăшă утиялсемпе, сывлăшра кирлĕ нỹрĕк тытакан приборсемпе усă курма пултаратăр;

— Пепкене час-часах тата пĕчĕк порцисемпе апатлантарăр. Кăкăр сĕчĕ çак ачасемшĕн уйрăмах усăллă иккенне ан манăр;

— Пĕчĕкскерĕн ачаш ỹтне аллерги паман, хỹтĕлекен ятарлă хатĕрсемпе анчах сĕрĕр;

— Тухтăр патне тĕрĕслев тата вакцинаци графикĕпе тăтăшах çỹрĕр;

— Уçă сывлăшра уçăлса çỹреме майĕпен, кĕске тапхăрсенчен пуçлăр.

Ан манăр: çак пĕчĕк пепкесем хăйсене питĕ пысăк тимлĕх уйăрнине, питĕ лайăх пăхнине тивĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code