Чăваш Ен циркуляр трансформацийĕн рейтингĕнче Раççей регионĕсен ТОП-5 йышне кĕнĕ.
Экспертсемпе аналитиксен «Инфрагрин» платформи çĕршывăн хупă ярăм экономикине тата çут çанталăк пуянлăхĕпе çыхăннă майсене аталантарасси — циркуляр трансформацийĕ — çинчен доклад хатĕрленĕ. Унăн кăтартăвĕсем «Экологи ырлăхĕ» нацпроект тĕллевĕсемпе çураçуллă. Методологи ресурссемпе — каяшсемпе, шывпа, энергипе — тирпейлĕ усă курассине, сервис экономикине тата сывă тавралăх йĕркелессине тĕпе хурать.
Чăваш Ен ĕçне пысăка хурса хаклани кунта каяшсене сортлакан комплекссем хута кайнипе, каяшсене ĕçе кĕртекен предприятисен пĕрлĕхне, вĕсене тирпейлекен экотехнопарк йĕркелеме палăртнипе, экологипе çыхăннă ытти проекта тỹрре кăларнипе никĕсленнĕ.

