Среда, 12 августа, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхпа тачă çыхăнура

Халăхпа тачă çыхăнура

Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене халăхра участковăйсем тетпĕр. Обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес ĕçре вĕсен тỹпи уйрăмах пысăк. Çавна май вĕсем ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса ĕçлессине тĕпе хураççĕ, территори пайĕсен пуçлăхĕсемпе, ялсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсемпе, халăх дружинин членĕсемпе тачă çыхăнура.

— Подразделенире паянхи кун 5 сотрудник тăрăшать. Пирĕн тĕп тивĕç — халăха куллен лăпкăлăхпа тивĕçтересси. Кашниех вĕсем шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçлаççĕ, яваплăха çирĕп туяççĕ.

Кĕçех уяв çитет. Çавна май эпĕ кашни сотрудника тата участковăй-ветерансене пысăк тав сăмахĕ калатăп, ырлăх-сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹпе ăнлану, лăпкăлăх сунатăп, — палăртать Елчĕкри полици пайĕн участоксенчи уполномоченнăйĕсен подразделенийĕн ертỹçи Людмила Егорова.

Е. ПЕТРОВА.

Автор сăн ỹкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code